Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Шупашкар районӗнче Кӗр сӑрин уявӗ иртмелле

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.10.2018 19:48 | 1819 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗр ялӗнче Кӗр сӑри уявне ирттерме палӑртса хунӑ. Ӑна йӗркелекенӗсем — Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Шупашкар район администрацийӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ. Уяв юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланмалла.

Унта хутшӑнакансене 10 сехетре регистрацилеме пуҫлӗҫ. Уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 11 сехетре уҫнӑ хыҫҫӑн мероприяти малалла тӑсӑлӗ. Кӗр пуянлӑхӗпе паллаштаракан апат-ҫимӗҫ куравне 12 сехетре уҫӗҫ. 12 сехет те 30 минутра чӑваш ӗҫми-ҫимин конкурсӗ те иртӗ.

Юрра-ташша юратакансем валли те ҫав кун чун киленӗҫӗ тупӑнӗ. Малтан концерт пулӗ, унтан вӗсем валли ташӑ каҫӗ йӗркелӗҫ. Спорт ӑмӑртӑвне те программӑна кӗртнӗ.

#чӑвашлӑх, #культура, #йӑла-йӗрке, #уявсем, #Шупашкар районӗ, #Кӗҫӗн Сӗнтӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Илле // 3495.30.3585
2018.10.11 13:28
Ай машкăллаççĕ те вĕт чăвашран! Тата мĕн мăшкаллать-ха? Культурă министрлăхе, район АДминистрацийĕ, КРАЕВЕДСЕН СОЮЗĔ... Кам тесен, çак ятсен хыçĕнче ятсем те пурах ĕнтĕ. Виталий Станьял, сăмахран.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем