Чӑваш Ен тӗп суйлав комиссийӗ Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене суйланакан кондидачӗсен списокне пӗрремӗш регистрацилерӗ. Хӑйсен списокӗсене «Правое дело» партисӗр пуҫне ыттисем те тӑратнӑ. Хальлӗхе тӗп суйлав комиссийӗ кондидатсем ҫинчен пӗлтернӗ информаци чӑнлӑхне тӗрӗслет.
Тӗп суйлав комиссийӗ хальхинче каллех йӗкӗреш кандидатсем пуласса пӗлтерет. Ҫапла вара, Шупашкарти Хӗвелтухӑҫ округӗпе илсен, Патшалӑх Канашне икӗ Дельман суйланать. Пӗри ― Олег Александрович «Единая Россия» партирен, тӗпри ― Олег Абрамович ЛДПРтан. Сӑмах май, юлашки нумаях пулмасть ятне, хушаматне, ашшӗ ятне улӑштарнӑ. Ҫакна ЗАГСран илнӗ ҫирӗплетекен хут пур унӑн. Пӗтӗмпех саккунпа килӗшӳллӗ. Раҫҫейӗн кашни гражданинӗ ятне те улӑштарма пултарать, суйлава та хутшӑнаять. Документсем чиперех пулсан тӗп суйлав комиссийӗ регистрацилессине хирӗҫлеймӗ. Суйлава ҫакӑн пек хутшӑнса йӗкӗреш оппонентран 5 процента яхӑн сасӑ туртса илме май пур. Ҫакнашкал мелпе хӑшпӗр партисем иртнӗ муниципаллӑ суйлавра анлӑ усӑ курнӑ. Ҫапла майпа Ҫӗн Шупашкарта хулан малтанхи пуҫлӑхӗ Михаил Козлов йӗкӗрешӗсем регистрациленесшӗн пулнӑ. Суйлавҫӑсен вара питӗ тимлӗ пулмалла, кондидатсен тулли ятне анчах мар, ӑҫта тата хӑҫан ҫуралнине те пӗлмелле.