Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне Саранскри дирижер ертсе пырать

Пулӑшу (Услуги) Сварка тата сантехника ӗҫӗпе пулӑшатӑп. Хакӗ — килӗшсе татӑлнипе.
Сутатӑп Пӑрамланӑ качака путеккисемпе пӗрле сутатӑп.
Паллашу Чиркӗве ҫӳрекен каччӑпа паллашатӑп. Хам ҫинчен: 38 ҫулта. Мускавра хваттер пур, ...
Таисия Ташней 15.03.2017 21:45 | 110 хут пӑхнӑ
Культура

Ӗнертенпе Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне ҫӗнӗ ҫын ертсе пырать. Коллектива унпа Чӑваш Енӗн культура тата национальноҫсемпе архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев паллаштарнӑ. Тилхепене тытни — Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Сергей Кисса.

Сергей Кисса Днепропетровскри М.И. Глинка ячӗллӗ музыка училищин дирижерпа хор тата теори уйрӑмӗсенче (1993), Мускав облаҫӗнчи С.С. Прокофьев ячӗллӗ музыка училищин фортепиано уйрӑмӗнче (1998) вӗреннӗ, Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ консерваторире (1999 тата 2006 ҫулсем) тӗрлӗ специальноҫа илнӗ.

Мускаври Ҫӗнӗ опера театрта театрта стажировка тухнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ. 2010–2017 ҫулсенче вӑл Саранскри Патшалӑхӑн музыка театрӗнче тӗп дирижер пулнӑ.

#оперӑпа балет театрӗ, #ӗҫ вырӑнӗсем, #культура, #Мӑкшӑ Республики, #театрсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Чӗнтӗрлӗ чаршава» пӗтӗмлетнӗ
2016, 03, 29
Драма артисчӗсем етӗрнесене савӑнтараҫҫӗ
2016, 05, 26
Сезон оперетта фестивалӗпе хупӑнать
2016, 06, 29
Ҫӗнӗ «Кӗлпикене» нимӗҫсем те килӗштернӗ
2016, 11, 03
Чӑваш кӗввин фестивалӗ иртӗ
2017, 01, 20

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__http://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org