Ӗнер Елчӗк район администрацийӗнче ӗҫлекен тӳре-шарапа терроризм хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ инструктаж ирттернӗ. Кун пирки асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче ҫырса пӗлтернӗ.
Шанчӑксӑр япаласем курсан мӗнле тытмаллине ӗҫтешӗсене ятарлӑ программӑсен пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Клементьев тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый администрацине пропускпа кӑна кӗрсе тухмаллине палӑртса хӑварнӑ. Ҫакна вӑл терроризмран ҫирӗп асӑрханмаллипе сӑлтавланӑ.
Мероприятие вара иккӗмӗш хутра ларакан тӳре-шарана администраци ҫуртӗнчен епле тухса тармаллине вӗрентнипе вӗҫленӗ. Калани асра юлтӑр тесе вӗсене саппас алӑкран ертсе тухнӑ.