Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тилли шарт-шартпа наци юхӑмӗ тулмасть

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Юрий Яковлев 12.08.2016 14:18 | 5800 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

 

Йӑвӑр шухӑшсем

 

Шупашкартан тухрӑм, тӳрех утрӑм,

Атӑл тӑвайккийӗ ҫине ухрӑм.

Акӑ куҫӑм умӗнче чӑваш ҫӗрӗ…

Тӑван ҫӗршыв тавра чунӑм вӗҫрӗ.

Атӑл шавланине итлерӗм:

Чуна лӑплантарса пули терӗм.

Анчах канӑҫсӑр чунӑм лӑпланмарӗ,

Пуҫран йӑвӑр шухӑш каймарӗ.

Тӑван ҫӗршыв, сана ӗненеттӗм,

Пулас мухтавлӑхна сисеттӗм...

Халиччен шанчӑкпа чӗре ҫунчӗ…

Паян теме сиссе ӗмӗт сӳнчӗ.

Шанчӑксӑр чунӑма сивӗ ҫапрӗ,

Сивӗннӗ чӗрере вӑйӑм чакрӗ.

 

* * *

— Килсем часрах, чӑваш поэчӗ! —

Тесе яланах чун чӗнетчӗ.

Шухӑшлаттӑм: акӑ талан килӗ —

Тӑван ҫӗршыв чӗлхине илем килӗ.

Ҫырулӑхӑн пулӗ тӗрӗс ҫулӗ,

Кӗнеке те пулӗ ҫӗршыв мулӗ...

Анчах кунсем, ҫулсем иртсе кайрӗҫ,

Чӑваш поэчӗсем сас памарӗҫ.

Хальччен шанчӑкпала чӗрем ҫунчӗ,

Паян кун чӗрере ӗмӗт сӳнчӗ.

Шанчӑксӑр чунӑма сивӗ ҫапрӗ,

Хуйхӑллӑ чӗрере вӑйӑм чакрӗ...

*

Тӑван ҫӗршыв, е сан та вӑю пӗтрӗ?

Е чӑваш чӗлхин хӑват ҫӗтрӗ?

Е ют чӗлхесем ӳснӗ майӗ

Чӑваш чӗлхи ҫӗтсе, пӗтсе кайӗ?

Е чӑваш ҫынни, чӑваш ялӗ

Сарлака ҫӗр ҫинчен ҫухалӗ?..

Апла пулсан... чӗрем хыпса ҫунтӑр,

Чӗрем хыпса ҫунса сив кӗл пултӑр.

Сив кӗл хаяр ҫилпе вӗҫсе пӗттӗр,

Сивӗ ҫапнӑ чуна вилӗм кӗтӗр.

Ват асатте ҫиллӗ тӑвӑл витӗр

Мана масар ҫине кайса чиктӗр.

Тӑпрам ҫинче ӗмӗр ҫил улатӑр,

Ватӑ йӑвӑҫсене суллатӑр.

Вил тӑпри вӗлтӗрен тӑхӑнтӑр,

Пуҫӑм ҫинче ҫӗлен шӑхӑртӑр.

1921 ҫ. нарӑс

Шупашкар

 

Чӑвашшӑн тапакан чӗре вӑл — ҫеҫпӗлле чӗре. Сӑвӑҫӑмӑр пире сӑвӑ ҫырма кӑна мар — шухӑшлама-туйма та вӗрентет. Вӑл — чӑваш чунӗн архетипӗ.

«Чӑваш ҫитӗр чӑваша» вӑрттӑн шухӑшпа пурӑнакансем мана Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен тӗксе кӑларнӑ хыҫҫӑн (2012), чӑваш ӗҫӗпе витӗнсе чӑваша вӑрттӑн пӗтерсе пыракансем хаҫат-журналсенче пичетлеме, радио-телевиденипе сӑмах пама чарӑннӑ хыҫҫӑн эп чӑваш наци юхӑмӗнчен тухса ӳкрӗм. Геннадий Анатольевич Дегтярев мана хӑй патне, чӗлхе пайне, илесшӗн пулсан, Юрий Николаевич Исаев: «Юрий Яковлев чӑваш культурине кирлӗ мар», — терӗ. Куҫран каларӗ, вӑтанмасӑр-тумасӑр… Чӑнтан летчик пулма 15 ҫул вӗҫмелле теҫҫӗ. Филолог пулма (тӗнче культурине, филологи ӑслӑлӑхне ӑша хумалла, ӑса илмелле) сахалтан та 20 ҫул кирлӗ. Институтра 25 ҫул ӗҫлесе эп хама профессионал пек туйма пуҫланӑччӗ. «Паянхи кун профессионалсем кирлӗ мар» тени эппин тӗрӗсех…

«Чӑвашра никам та никама та кирлӗ мар», «Чӑвашра малтан тайӑлтараҫҫӗ — кайран тӗксе ӳкереҫҫӗ», «Чӑваш чӑваша ҫиет», «Чӑваш поэт пуличчен хӑрӑк турат пулас-мӗн» … тенисем ахальрен ҫуралманнине эп туймаллипех туйрӑм, тӳссе куртӑм. Нуша ӑс кӗртет, куҫа уҫать. Пытармастӑп: чӑваш чунӗнчи мӑн сӑтӑр тӑвакан монстра яр уҫҫӑн курнӑран: «Иван Яковлевич Яковлев чӑваша вырӑслатасшӑн, вырӑса ҫавӑрасшӑн пулса, тен, тӗрӗс тунӑ», — текен шухӑш ман чуна ҫулӑха пуҫларӗ. Чӑваш тӗнчи паян Владимир Агеев ӳкерчӗкӗсенчи пек тӑвӑр. Тӗрӗссипе: эпир — тамӑкра. «Вӗтӗ чунлӑ вӗтӗ чӑвашсем» тетчӗ Геннадий Николаевич Айхи. Федор Ермилович Уяра эп критиклеттӗм. Вӑл мана, арҫури-критика, ӑнланатчӗ, кӳренместчӗ.

— Ун пекех хӗстермен пулӗ ӗнтӗ, ӳстерсе калатӑр пулӗ, — теттӗм эп.

— Сӑмсалан-ха, кайран мӗн калӑн, — тетчӗ вӑл.

— Федор Ермилович, эсир терӗсрен тӗрӗс пулнӑ, чӑваш чунӗнчи хура чӑваша юмӑҫ пек курнӑ, — ҫапла калатӑп эп паян.

Кашни ҫынрах хӑйне хӑй пӗтерме хистекен вӑйсем пур. Аналитикӑллӑ психологи: «Халӑх чунӗ ҫын чунӗ пекех», — тет. Чӑваш чунне паян вилӗм, аркану, пӗтсе ҫухаласси патне туртакан вӑйсем ярса илнӗ. Мӑн кӑмӑллӑх, Эго пусса илнӗ паян чӑваш чунне. «Хам ҫием те — хам сысам» текен юррӑн ҫӗр пин тӗрлӗ кӗвви янрать паянхи чӑваш чунӗнче, йӗркелет ун пурнӑҫне. Хырӑм ташши ташлать чӑваш… Чӑваш ӗҫне тунӑ чухне те вӑл хӑй ӑшӗнче: «Хырӑм урлӑ каяймӑн», — тет.

«Чӑвашран хӗлле те пӗр кӗреҫе юр ыйтса илейместӗн». Атнер Петрович Хусанкайӑн ку шухӑшне эп шухӑш-пӗтӗмлетӳ тенӗ пулӑттӑм. Халӑхпа, вӗреннӗ чӑвашпа хутшӑнса, Чӑваш наци конгресс президенчӗ пулса уҫӑлнӑ чӑнлӑх…

«Ҫын чӗринче мӗн пуррине пӗличчен, тинӗс тӗпне анса хӑпарма ҫӑмӑл», «Ҫын ӑшчикки — хура вӑрман». Тинӗсӗ те, хура вӑрманӗ те мӗн пирки шавланине ӑнланмалӑх этемлӗх ҫителӗклӗ ӑс-тӑн пуҫтарнӑ, туптанӑ. Карл Густав Юнг, Мартин Хайдеггер, Карл Ясперс тата ытти пин-пин ӑсчах ҫын чунне те, халӑх чунне те шалтан ӑнланнӑ. Хӑйсене мӗн уҫӑлнине ыттисем патне ҫитерме тӑрӑшнӑ. (Шел пулин те, чӑвашлӑх, чӑваш халӑхӗ пирки калаҫакансем чылай чухне чун тӗпчевҫӗсен ӗҫӗсене вулама мар, хуплашкисене те курман.)

 

«Тинӗс, тинӗс, вӑйлӑрах

Хыҫҫӑн-хыҫҫӑн хум пӑрах.

Тамӑк вутлӑн, тамӑк ҫутлӑн,

Вут-кӑварлӑн, хар-хаяррӑн,

Тайӑн-тайӑн, ҫырӑн-варӑн

Хутлӑ хумлӑн сулӑн-уткӑн.

Кӗрешӳ сассипеле —

Вӑйлӑ мӗкӗрлеш саспа

Йӑвӑр пӗл[ӗ]тсене силле,

Хумсемпе ҫапа-ҫапа

Чуллӑ ҫырана тапрат,

Хулӑм чулсене ташлат».

 

Ҫеҫпӗл хӑй чунӗнчи тата халӑх чунӗнчи тинӗспе калаҫнӑ. Эпир калаҫма мар — ун шавне те илтместпӗр (вилӗм юррине юрлакан Виталий Петрович Праски Витти тата Анатолий Ильич Кипеч халсӑрлӑхне эп хӑлхасӑрлӑхпа ӑнлантаратӑп). Халӑхӑмӑр (чун, чӗм (дух) талкӑшӗнче (пространство, сфера) пурӑнакан наци вӑй-хӑвачӗсене, вӗсен вилӗмсӗр янравне, ҫын пултарнинчен аслӑрах сакраллӑ пулӑмне эп ҫапла калатӑп) вара кӗрекере наци идейи таран ҫӗкленнӗ.

 

«Каш-каш вӑрман, каш вӑрман.

Мӗншӗн кашлать ҫак вӑрман?

Турат ҫумне турат хушасшӑн.

Шав-шав халӑх, шав халӑх.

Мӗншӗн шавлать ҫак халах?

Йыш ҫумне йыш хушасшӑн».

 

Чунри шалти, шалти-шалти, шалти-шалти-шалти… вӑйсен вӑйӑмне, хӑватне паянхи чӑваш эстрадинче эп туймастӑп. Иосиф Александрович Дмитриев юрланӑ чухне вара тинӗсӗ те, вӑрманӗ те хӑйӗн хум-шавӗпе сана ҫӗклет, чун тӳпинче ярӑнтарать.

— Ҫынсем хӑйсен укҫине парса чӑваш юрӑҫисене итлеме ҫӳрени мана савӑнтарать. Атте-анне, тӑван-пӗтен пирки юрлаҫҫӗ вӗсем, — шухӑшлать Николай Егорович Лукианов (вӑл чӑваша йӑх ҫине тайӑнса ҫӗклесшӗн).

— Ӑҫта вара пирӗн Емеля пек, Пелагея пек юрӑҫсем, — терӗм эп. — Шоу бизнес, укҫа ҫапаҫҫӗ… Пӗртен-пер «Киремет» юрӑ пур та — ытти вара хырӑм ташши…

«Тилли шарт-шарт, тилли шарт-шарт… Ай ӗҫер-и, ай ҫиер-и…», — ҫапла хакларӗ Вениамин Васильевич Погильдяков чӑвашӑн ӑс-тӑн пурнӑҫне (1990 ҫулсен пуҫламӑшӗ). Тӑватӑ сехет чунне уҫса калаҫрӗ ҫыравҫӑ. Магнитофонпа ҫырса илнӗ ҫав каҫхи калаҫӑва итлетӗп те аслӑ юлташӑмсен (Дмитрий Тихонович Жуковӑн, Геннадий Ильич Исаевӑн, Анатолий Сидорович Розовӑн) шухӑш-кӑмӑлӗсем аса килеҫҫӗ. Юратмастчӗҫ вӗсем хырӑм ташши ташлакан чӑваша. Апи (ҫапла чӗнетпӗр эпир аннене) сӑнӗ те куҫ умне тухать. «Усӑшӑн кӑна пурӑнсан шыҫса ҫурӑлса кайӑн тата», — терӗ вал пӗррехинче. Чӑваш ячӗпе калаҫакансем паян чӑвашлӑхпа витӗнсе усӑ кураҫҫӗ. Тава тивӗҫлӗ ятсем илеҫҫӗ, укҫа ҫапаҫҫӗ. Хайсен пултару ҫуккине наци темипе хуплаҫҫӗ. Пултаруллисене ҫиеҫҫӗ. Николай Александрович Теветкелпе калаҫнинчен:

«— Ӑна ма юратман вара, Миттова. Ҫисе янӑ вӗт-ха ӑна.

— Кама юратнӑ? Мана юратнӑ-им? Никама та юратман. Халь те юратмаҫҫӗ.

— Ма?

— Эс кӑштах урӑхларах ҫыран пулсан, урӑхларах сан тавракурӑм пулсан, ҫав штампсенчен уйрӑлса тӑран пулсан — сана кураймаҫҫӗ. Халь кунта штампсем йӑшӑлтатса кӑна ҫӳреҫҫӗ. Штампсем, пӗр евӗрлӗ япала, оригиналлӑх ҫуккӑ.

— Ма юратмаҫҫӗ вӗсем. Эс вӗсене чӑрмантармастӑн вӗт-ха.

— Мӗншӗн тесен хӑйсенчен пиҫмест».

Ҫеҫпӗл пекех чӑваш тӗнчине, ун чун пурнӑҫне куҫ умне кӑларса тӑратрӑм та: «Эп мар пулсан кам-ха», — терӗм. Вӑтӑр ҫул чӑвашӑн чун пурнӑҫӗпе кӑсӑкланатӑп — паянхи пек юхӑнса кайнине астумастӑп. Наци идеологи шӑрши-марши те ҫук. Пур — тилли шарт-шарт (два прихлопа, три притопа)…

 

Юрий Яковлев.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑвашлӑх, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем