Ачасен прависене хӳтӗлекен тулли праваллӑ элче Павел Астахов чӑнах та отставкӑна кайнӑ-им? Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем Астахов ӗҫ вырӑнӗнчен кайнине хыпарлаҫҫӗ. Кунашкал информацие www.rbc.ru сайтра пӗлтернӗ.
Ку хыпар ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тухнӑ. РБК, Кремль патне ҫывӑхскер, ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Павел Астахов хӑй заявлени ҫырнӑ. Анчах элчелӗх аппаратӗнче ку информацие ҫирӗплетмен. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл халӗ Ют ҫӗршыв министерствин мероприятийӗнче-мӗн.
Павел Астахов ӗҫрен кайни пирки сас-хура мӗншӗн тухни те паллӑ. Сямозерта ачасем шывра путнӑ. Пӗр хӗрача ҫыран хӗррине сывах тухнӑ. «Ну, мӗнле ишрӗр?» — Павел Астахов ҫапла ыйтни обществӑра ӑнланманлӑх ҫуратнӑ. Кун хыҫҫӑн халӑх тетелӗнче ӑна ӗҫрен кайма ыйтса ҫырма тытӑннӑ.