Чӑваш кӗнеке издательствинче Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» кӗнекин иккӗмӗш пайӗ кун ҫути курнӑ.
Вулакансенчен самайӑшне килӗшнӗ ҫак кӗнеке авторӗ 2001 ҫултах леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ. Романӑн алҫырӑвне ҫыравҫӑн килти архивӗнче асӑрханӑ. «Тухатмӑшӑн» пӗрремӗш кӗнекине 2012 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ.
Романӑн тӗп сӑнарӗ — Минке. Тухатма пӗлнишӗн унӑн чунӗ асапланать. Ҫылӑха каҫарас тесе хӗрарӑмӑн ҫӗнӗрен ҫуралса тепӗр хутчен пурӑнса ирттерме тивет.
Романӑн иккӗмӗш пайӗнчи сюжет ачасӑр ҫемьере 20 ҫултан хитре хӗр ҫуралнинчен пуҫланать. Аталану шайӗпе пӗчӗклех хӗрача ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Анчах пурнӑҫӗ унӑн пӗртте ҫӑмӑл килмест: самай кӑткӑслӑха ҫӗнсе малалла тапаҫланма лекет.
Романа вуласа тухнисем унӑн чӗлхи ҫӑмӑллине, сюжечӗ кӑткӑссине палӑртаҫҫӗ.