Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне икӗ хут тивӗҫнӗ летчик-космонавчӗ, авиацин генерал майорӗ Андриян Григорьевич Николаев ҫуралнӑранпа 81 ҫул ҫитнине анлӑн палӑртӗҫ.
Унччен пӗр кун маларах, авӑнӑн 4-мӗшӗнче, шӑматкун, Николаев палӑкӗ умӗнче митинг иртӗ, летчик-космонавта асӑнӗҫ. Мероприятие официаллӑ ҫынсем, Раҫҫей космонавчӗсен ушкӑнӗ, шкул ачисем, студентсем, хула халӑхӗ хутшӑнӗ. Пуҫламӗшӗ 10 сехет ҫурӑра.
Митинг хыҫҫӑн палӑк умне чечексем хурӗҫ.
Андриян Григорьевич Николаев 1929 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта ҫуралнӑ. Космоса икӗ хутччен вӗҫнӗ. Пӗрремӗш вӗҫевӗ 1962 ҫулхи ҫурлан 11-15 числасенче иртнӗ. Ун чӗри 2004 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ.