Шупашкарта чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта тепловозпа ҫӑмӑл урапа ҫапӑннӑ. Пӑтӑрмах ВАЗ-2114 автомобиль ҫул-йӗр правилисене пӑснине пула тухнӑ — хӗрлӗ ҫутӑ пулнӑ пулин те лешӗ каҫса ӗлкерес тесе шутланӑ пулас.
Ӗҫ-пуҫ юпан 13-мӗшӗнче каҫхи 01:20 вӑхӑтра Шупашкар–Канаш чукун ҫулӗ ҫинчи База тӑкӑрлӑкӗнче пулса иртнӗ. Хальлӗхе тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх 21 ҫулхи водитель Станциҫум урамӗнчен База тӑкӑрлӑкӗ енне ҫул тытнӑскер хӗрлӗ ҫутӑ ҫине тухнӑ. Пуйӑс машинисчӗ ӑна асӑрхасан хӑвӑрт кӑна чаркӑч ҫине пуснӑ, анчах 30 вакунлӑскерне чарайман. Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗнче ҫӑмӑл урапа ҫеҫ сиенленнӗ, ҫынсем аманман. Тӗрӗсленӗ тӑрӑх водитель те машинист та ӳсӗр пулманни паллӑ пулнӑ.