Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнче ӳсӗр ҫамрӑк арҫын икӗ йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Токшик ялӗ тӗлӗнче 29 ҫулти водитель водитель тытса пыракан машинӑна чарнӑ. Ҫавӑн чухне ҫав этем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх службин инспекторне тата патрульпе пост службин инспекторне бензинпа сапнӑ, унтан зажигалка ҫутнӑ. Пакунлисенчен пӗрин ӳчӗ 50 процент ытла пиҫсе кайнӑ. Усал шухӑшлӑ водитель вырӑнтан тапса сикнӗ.

Халӗ ҫав ҫамрӑка тӑван тӑрӑхӗнче — Мари Элта — тытса чарнӑ. Вӑл тусӗ патӗнче пулнӑ. Судпа темиҫе хутчен те явап тытнӑскер айӑпне тунман.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта ют ҫын машини рулӗ умне ларса тарнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Ҫитменнине, вӑл ӳсӗр пулнӑ.

Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре ҫынсем полицие ҫул-йӗр правилисене пӑсса пыракан водитель пирки пӗлтернӗ. Кӗҫех патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем «Дэу-Нексия» машинӑна чарнӑ. Капотӗнчен тӗтӗм тухнӑ. Водитель ӳсӗрри палӑрнӑ.

Арҫын машинӑна автомойкӑран тапратса тарнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл хӑй унта ӗҫлет. Палӑртмалла: 24-рискер унччен машина тапратса тарнӑшӑн икӗ хутчен явап тытнӑ. Хӑйӗн вара права та пулман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80677
 

Ял пурнӑҫӗ

Ӗнер Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑмӗ ялӗнче шыв башни ӳкни пирки пӗлтернӗччӗ. Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ку лару-тӑрӑва урӑхла ӑнлантарнӑ.

Шыв башни ӳкмен иккен, ӑна юсама тесе ишсе антарнӑ. Башньӑна 1980 ҫултах хута янӑ. Вӑл кивелнӗ. Тӳре-шара каланӑ тӑрӑх, вӑл тутӑхса пӗтнӗ, тӳнсе анас хӑрушлӑх пулнӑ. Ҫавӑнпа ӑна ятарласа ишсе антарнӑ.

Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, ялта чылай ҫын хӑйсен ҫӑлӗпе усӑ курать. Пӗтӗмпе – 167 кил, вӗсенчен 52-шӗ пушӑ.

Хальхи вӑхӑтра ялти ҫынсем валли шыва 6:00-9:00 тата 16:00-18:00 сехетсенче яраҫҫӗ.

 

ҪУР
02

Утӑ уйӑхӗ
 Леонид Кевер | 02.08.2022 13:13 |

Кӑсӑклӑ Ҫутҫанталӑк

Илен (Илем) кунӗнче ҫуралнӑ тусӑма

Г.А. Дегтярёва

Вӗри…

Кӑвак тӳпеллӗ утӑ кунӗ

Кӑмакари пек туйӑнать:

Кӑшт сулхӑнта кӑна халь канлӗ,

Ахалӗн макӑр: чун тухать.

 

Пӑчӑ…

Капашсӑр шӑрӑх — ҫумӑр кирлӗ,

Тавралӑх шывшӑн антӑхать.

Ӑҫта-ши халӗ ҫурҫӗр ҫилӗ?

Ниҫта пӗр пӗлӗт курӑнмасть.

 

Ай-ай…

Хӗвел хӗртет, ҫӑлсамччӗ Турӑ —

Чӑтма май ҫук-ҫке кунӗпе.

Хӑйӑр ҫинче ҫунать ҫан-ҫурӑм,

Ӳт-тир сурать сӗвӗннипе.

 

Вӑй ҫук…

Шӑм-шак та йывӑр — чирлӗ тейӗн.

Сывлӑш ҫитмест, мунчарилле.

Тӗнче чӗр тамӑк халь этемшӗн −

Тархасшӑн ҫумӑр пар, Илле!

 

Леонид Кевер (Сильвестров)

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
 

Пӑтӑрмахсем
Pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ
Pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре шӑпарлан саккӑрмӗш хутран ӳксе чӗрӗ юлнӑ.

Инкек Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫӳллӗ хутран персе аннӑ ачана ҫийӗнчех больницӑна илсе кайнӑ.

Хӗрача 10-мӗш пиллӗкҫуллӑх урамӗнчи 5-мӗш ҫурт чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пӗчӗкскер кипкепе ҫуралнӑ тейӗн – вӑл вилмен. Анчах хытах аманнӑ. Халӗ ача реанимацире выртать.

Инкек сӑлтавне пӗлместпӗр те, анчах ҫулла пӗчӗк ачасем уҫӑ чӳречерен тухса ӳкнӗ тӗслӗхсем пулкалани вӑрттӑнлӑх мар. Ҫавӑнпа та аслисен питӗ тимлӗ пулмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: chv.aif.ru
 

Вӗренӳ
«На связи» сӑнӳкерчӗкӗ
«На связи» сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, хушма пӗлӳ паракан уйрӑмӑн заведующийӗ кӑшӑлвирусран шар курнӑ ҫынсене професси пӗлӗвӗ памалла пулнӑ. Ҫакна федераци хыснинчен уйӑрнӑ грант укҫипе пурнӑҫламалла пулнӑ.

Анчах 2020 ҫулхи юпа-раштав уйӑхӗсенче вӑл ӗҫленӗ пекки ҫеҫ тунӑ. Ун патӗнче вӗренекен ҫынсем чӑннипе унта ӑс пухман та. Ҫапла вӑл Раҫҫей хыснине 147 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

 

Культура

Шупашкарти ӳнер училищин директорне Владимир Ануфиева «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.

Владимир Николаевич Шупашкарти ӳнер училищинче (техникумӗнче) 2009 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Чӑваш Енӗн культура отраслӗ валли кадрсем хатӗрлессипе чӗрӗк ӗмӗр ытла тӑрӑшать. Вӑл туптанӑ кадрсем Шупашкарти Акцыновсен ячӗллӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗнче, Шупашкарти 30-мӗш вӑтам шкулта тата Шупашкарти ӳнер училищинче ӗҫлеҫҫӗ.

Владимир Николаевича ӗҫтешӗсем пысӑк пултаруллӑ тата пурнӑҫпа тан утакан ертӳҫӗ тесе хаклаҫҫӗ.

 

Республикӑра
Тинӗс-ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнисен энциклопедийӗ. t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Тинӗс-ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнисен энциклопедийӗ. t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Тинӗс-ҫар флочӗн кунне паллӑ турӗҫ. Ҫав ятпа темиҫе ялта палӑк уҫнӑ.

Канаш районӗнчи Вӑтапуҫ ял тӑрӑхӗнче Тинӗс-ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ ентешсене асӑнса палӑк лартнӑ.

Канаш районӗнчи Ухманта вара Раҫҫей морякӗсене асӑнса палӑк уҫнӑ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре Тинӗс Ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнисен ячӗпе палӑк уҫнӑ.

Патӑрьелсем Тинӗс-ҫар Флотӗнче хӗсметре тӑнисен энциклопедине пичетленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/2012
 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управленийӗнче ҫӗнӗ директора ҫирӗплетнӗ. Унчченхи пуҫлӑх пӗр-ик кун тимленӗ те пӗр вӑхӑт больница хучӗпе ларнӑ, унтан пӑрахса кайнӑ.

Управлени пуҫлӑхӗ пулма халӗ Павел Чернышева шаннӑ. Вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнченпе асӑннӑ тытӑмра директор ҫумӗ, тӗп инженер пулса тӑрӑшнӑ. Унчен тӑватӑ ҫул Шупашкар хула адмнистрацийӗн Калинин район администрацийӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисен администрацийӗсенче тӑрӑшнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Канашлури самант
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Канашлури самант

Иртнӗ тунтикун республикӑра пӗр талӑкра 24 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ пулсан паян – 60. Инфекциленнисен йышӗ ӳссе пырать. Ҫак ыйтӑва паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.

ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ҫакна отпускран, куртортран, таврӑнакансен йышӗ пысӑкланнипе ҫыхӑнтарать. Уйрӑмах – Краснодартан тата Крымран.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗнче кӑшӑлвирус ҫӗнӗ вӑйпа сарӑлма тытӑнас хӑрушлӑх пур. Кунсӑр пуҫне яланхи ытти инфекци чирӗсем те йӑл илӗҫ. Министр прививка тумашкӑн вакцина ҫителӗклине пӗлтернӗ. Хальлӗхе 674 доза пур. Вакцинациленекенсен йышӗ нумай пулсан татах кӳрсе килӗҫ. Ревакцинаци тума «Спутник Лайт» каять.

Сӑмах май, халӗ республикӑра коллектив иммунитечӗ 11,5 процентпа танлашать.

 

Страницӑсем: 1 ... 516, 517, 518, 519, 520, 521, 522, 523, 524, 525, [526], 527, 528, 529, 530, 531, 532, 533, 534, 535, 536, ... 3623
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...