Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
ozon.ru сӑнӳкерчӗкӗ
ozon.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм упӑшкине ҫатмапа пуҫӗнчен тата питӗнчен ҫапнӑ. Тимӗр ҫатма ачашламасть ҫав ӗнтӗ — арҫын пульницӑра сипленмеллех аманнӑ.

Пӑтӑрмах кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Ӗҫекен ҫын никама та савӑнтармасть те, арӑм чӑтайман курӑнать. Упӑшкине тарӑхнипе вӑл алла тимӗр ҫатма ярса илнӗ. Унпа икӗ хутран кая мар ислетнӗ.

Аллине ирӗке янӑ хӗрарӑма нумаях пулмасть суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑплама йышӑннӑ, сӑнав вӑхӑтне икӗ ҫул тесе палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн упӑшки пульницӑра сипленнишӗн укҫа тӳлемелле. Обязательнай медицина фондне. 31 пин тенке яхӑн. Пульницӑра сипленнин тӑкакӗ ҫавӑн чухлӗ пухӑннӑ иккен.

 

Спорт

Чӑваш Ен спортсменкин Татьяна Гурееван Паралимпиадӑна хутшӑнас шанчӑк пысӑк. Ҫакӑн пирки Бадминтон енӗпе ЧӑвашмЕн командин тӗп тренерӗ Григорий Сергеев каланӑ.

Юпа уйӑхӗн 13-20-мӗшӗсенче Дани ҫӗршывӗнче парабадминтон енӗпе тӗнче шайӗнчи ӑмӑрту иртнӗ. Унта тупӑшнине кура 2020 ҫулхи Паралимпиадӑна суйласа илеҫҫӗ.

Чӑваш Енри Татьяна Гуреева пӗччен разрядра турккӑ хӗрне Эмине Сечкина ҫӗнтерсе бронза медале тивӗҫнӗ. Ставрополь тӑрӑхӗнчи Ирина Кузьменкӑпа мӑшӑрлӑн тупӑшнӑ чух та бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин ҫӳлти рейтингӗнче ҫавӑн пекех — Юрий Степанов тата Илья Паргеев. Вӗсем те Чӑваш Ен спортсменӗсем.

Рейтинга палӑртмалли тепӗр ӑмӑрту чӳк уйӑхӗн 11-16-мӗшӗсенче Японире иртӗ.

 

Политика

«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма пултаракан тата тепӗр кандидат ятне асӑннӑ. Ку ҫын — Александр Шадриков.

Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ тӗшмӗртекен кандидат хальхи вӑхӑтра Тутарстанра ӗҫлет. Вӑл унта — экологи министрӗ.

Александр Шадриков кандидатурине Михаил Игнатьев Элтепер те ырлать-мӗн. Ҫавӑн пек шухӑшлама темиҫе сӑлтав пур теҫҫӗ. 42 ҫулти Александр Валерьевич — Тутартстанри Ҫӗпрел районӗнче ҫуралнӑ чӑваш. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа ҫывӑх. Чӑваш Енри элитӑпа ҫывӑх хутшӑнусем вӑл йӗркеленӗ те ӗнтӗ.

Юлашки ҫулсенче Александр Шадриков япӑх мар карьера тунӑ. 2018 ҫулта ӑна Тутарстанӑн экологи тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ пулма шаннӑ.

 

Республикӑра
gazeta.ru сайтри сӑн
gazeta.ru сайтри сӑн

Муркаш районӗнче пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм кредит илме тӑнӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл полици уйрӑмне килсе ку мӗнле пулса иртни пирки каласа кӑтартнӑ.

Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче кредит илмешкӗн заявка хӑварнӑ. Лешсем лайӑх условисем пуласса шантарнӑ. Вӑл 1 миллион тенкӗ илме палӑртнӑ.

Кӗҫех ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе финанс организацийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, условисем пирки каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑма йӑлтах тивӗҫтернӗ.

Договорпа килӗшӳллӗн, унӑн страховкӑшӑн тата поцентсен пӗр пайне тӳлемешкӗн укҫа куҫармалла пулнӑ. Хӗрарӑм укҫана банк терминалӗсем урлӑ пайӑн-пайӑн куҫарнӑ. Хайхискер 180 пин тенкӗ куҫарсан тин тӑна кӗнӗ. Лешсем ҫапах хӑпман – шӑнкӑравласах тӑнӑ. Хӗрарӑм вара шӑнман пӑр ҫине ларса юлнине ӑнлансан полицие кайнӑ.

Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Культура

«Чӑваш тӗрри – халӑхӑн мӗн авалтан упранса юлнӑ пуянлӑхӗ. Вӑл чӑвашсен ӗлӗкхи пурнӑҫне уҫса паракан тупра шутланать, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑсчахсем паянхи кун та тӗпчеҫҫӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова.

Чӑваш кӗнеке издательствинче Наталия Захарова-Кульевӑн «Волшебные узоры кӗскӗ. Асамлӑ кӗскӗ эрешӗсем» альбом каталогӗ пичетленнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫӗн редакторӗсем – А.Г. Майорова, О.Г. Кульев. Ӳнерҫи – Н.В. Андреева.

Ҫак кӗнекере хӗрарӑм кӗпин пӗвӗ ҫумне ҫӗлесе хума хатӗрленӗ мӑшӑр эрешлӗ пир татӑкӗсене илсе кӑтартнӑ. «Чӑвашсем ҫак татӑка сыпмалли («сып» глаголтан пулнӑ) тенӗ, мӗншӗн тесен ӑна кӗпе пӗвӗн кӑкӑр умне хушса ҫӗленӗ... XIX ӗмӗр ҫурриччен ҫак пир татӑкӗсене елмен (эрмен) пурҫӑнӗпе анчах тӗрленӗ. Ҫемҫе те йӑлтӑркка ҫип эрешсене тата та пуянрах, селӗмрех кӑтартнӑ. Ӗлӗкхи чӑваш хӗрарӑмӗсем сыпмаллисене ҫав тери ҫыпӑҫуллӑ, килӗшӳллӗ, килпетлӗ ӑсталама пултарнӑ», – тесе ҫырнӑ кӗскӗ эрешӗсем пирки Наталия Ивановна.

 

Пӑтӑрмахсем
zaks.ru сӑнӳкерчӗкӗ
zaks.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Явӑш арҫынни пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма хытах юратнӑ-ши вара? Ара, хӗнет пулсан юратать теҫҫӗ те хӑшӗсем. Алӑ ҫӗклекенсем ним мар вӗлерме пултараҫҫӗ вӗт.

Явӑшра пурӑнакан 41 ҫулти арҫын хӗрарӑма хӑйӗн ашшӗн килӗнче хӗненӗ. Кӗвӗҫнипе. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Хӗрарӑма пуҫран хытах тӳпкеленӗ вӑл. Тепӗр темиҫе сехетрен хӗрарӑм вилнӗ.

Судра арҫын хӑй айӑпне ним тусан та йышӑнман, ҫине тӑрсах туннӑ. «Эп ӑна пуҫӗнчен ҫапман, питӗнчен кӑна ҫутӑлтартӑм. Вӑратас тесе», — ӗнентерме тӑрӑшнӑ вӑл сӗмсӗррӗн.

Хӗрарӑма вилмеллех йывӑр суран кӳнӗ арҫынна суд кирпӗч шутлама ӑсатма йышӑннӑ. Тӑхӑр ҫуллӑха. Ҫирӗп режимлӑ колоние. Прокуратура та арҫынна тӑхар ҫуллӑха тӗрмене ӑсатма ыйтнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
biz.censor.net.ua сайтри сӑн
biz.censor.net.ua сайтри сӑн

Кӑҫал Чӑваш Енри ял хуҫалӑхӗсем тӑкак курчӗҫ: кӗрхисен чылай пайӗ пӗтнӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ ирттернӗ ларура ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов шӑпах кун пирки калаҫнӑ.

Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тӑкак курнӑ аграрисене пулӑшмашкӑн республика хыснинчен 79,6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Кӑҫал кӗрхисем лайӑх шӑтманран ял хуҫалӑхӗсем акмашкӑн вӑрӑ ҫӗнӗрен туяннӑ. Чылайӑшӗ элита вӑрӑ илнӗ.

Ларура йышӑннӑ ҫак ҫӗнӗлӗх тепӗр 10 кунран саккунлӑ вӑя кӗрӗ. Кун хыҫҫӑн укҫа-тенкӗ ял хуҫалӑхӗсем патне ҫитӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ
yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш районӗнче пӗр уйӑхри ачка пиҫсе кайнӑ. Шел, унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май килмен.

Пӑтӑрмаха паян иртнӗ ЧР Министрсен кабинечӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Инкек пирки республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх инкек ытларикун Мӑкӑр ялӗнче пулнӑ. Йӗркеллӗ ҫемьере. Ҫемьере икӗ пӗчӗк ача иккен. Кил хуҫи арҫынни ӗҫлет, арӑмӗ ачасемпе ларать.

Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче хӗрарӑм пӗчӗк пепкине икӗ ҫулти ачипе пӳртре хӑварнӑ. Урама вӑл самантлӑха ҫеҫ тухса кӗнӗ-мӗн. Пӳрте кӗнӗ вӑхӑтра кӗҫӗннин сӑпки ҫунма пуҫланӑ. Ӳчӗ пиҫсе кайнӑ ачана пульницӑна васкавлӑн илсе кайни те ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май паман.

Кӑҫал пирӗн республикӑра тулаш сӑлтава пула 30 ача вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/achasene-timleh-kirle
 

Культура
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн

Чӳк уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ӳнерсен каҫӗ» акци иртет. Ӑна Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халаллӗҫ.

Тӗп мероприятисем ЧР Наци вулавӑшӗнче иртӗҫ. Чӳкӗн 2-мӗшӗнче ӳнер литературин пайӗнче Вырӑс драма театрӗн артисчӗсемпе Борис Кукинпа, Лариса Былинкинӑпа, Татьяна Яфановӑпа тата ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Дмитрий Фадейчевпа тӗлпулу иртӗ.

Акцие хутшӑнакансем «Чӗрене юрӑпа тултарар» ятлӑ концерт курма пултарӗҫ. Докуметлӑ фильмсене юратакансем Виктор Чугаровӑн «Берлинран пуҫласа Париж таран куҫса ҫӳрени» ятлӑ ӗҫне курма пултарӗҫ.

Ҫавӑн пекех вулавӑшра пултарулӑх лапамӗсем, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче те мероприятисем иртӗҫ. Шупашкарти ӳнер училищине те ҫитсе курма май пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
uk38.ru/ust-kut сайтри сӑн
uk38.ru/ust-kut сайтри сӑн

Елчӗк районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире 6 ҫул ирттерӗ. Ӑна 15 ҫулти хӗре вӗлернӗшӗн айӑпланӑ. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.

Аса илтерер: кӑҫал ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче 15-ри хӗр ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Унӑн виллине Елчӗк ялӗ ҫывӑхӗнче тупнӑ. Ун чухне 17-ри каччӑна тытса чарнӑ (вӑл халӗ 18-та ӗнтӗ).

Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑпа хӗр пушӑ ларакан ҫуртра тӗл пулнӑ, вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Каччӑ хӗре вӗлернӗ те виллине пӗвене кайса пенӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60408
 

Страницӑсем: 1 ... 1389, 1390, 1391, 1392, 1393, 1394, 1395, 1396, 1397, 1398, [1399], 1400, 1401, 1402, 1403, 1404, 1405, 1406, 1407, 1408, 1409, ... 3623
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...