Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Килӗнче музей уҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.05.2010 13:29 | 1771 хут пӑхнӑ
Карповсем: Валентин (Алиней) тата Владимир
Карповсем: Валентин (Алиней) тата Владимир

Чанкасси ялӗнче пурӑнакан Владимир Иванович Степанов килӗнче «Ҫемье тата йӑх династийӗн музейне» уҫнӑ.

Ятарлӑ темиҫе стенд ҫинче — Карповсен ҫемйисем—– аслашшӗ-асламӑшӗсемпе ашшӗ-амӑшӗсем тата ачисем. 1930-60-мӗш ҫулсенчи сӑнӳкерчӗксем уйрӑмах хаклӑ реликви. Акӑ, йӑх аслашшӗ — Карп, унӑн ывӑлӗ Степан. Степанӑн арӑмӗ Анастасия. Унпа йӗкӗреш Зиновия. Авалхи сӑнӳкерчӗксенче чӑвашлӑх туллин те сӑнарлӑн палӑрать: ҫи-пуҫра, сӑн-питре, самана витӗмне туйма май паракан вак-тӗвек детальсенче, пейзажра. Нацилӗхӗн тури енчи чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне те уҫҫӑнах туйса илетӗн ҫав сӑн-сӑпатсенче. Чӑвашла айванлӑх та, йӑвашлӑх та курӑнмасть, витӗр хӑюллӑ куҫсем, маттур ӑслӑ ҫынсем тинкереҫҫӗ пирӗн ҫине, тапса тӑракан вӑй-хал туйӑнать вӗсен кӗрнеклӗ ӳт-пӗвӗсенче.

Чи курӑнмалли вырӑнта — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче нимӗҫ фашисчӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ Карповсем, Степановсем, Григорьевсем. Тепӗр стенчӗ ҫинче — вӑрҫӑра пуҫ хунисем. Саккӑрӑн вӑрҫа тухса кайнӑ та ҫиччӗшӗ каялла таврӑнайман (Николай, Порфирий, Иван, Александр, Алексей, Николай, Евпроксий, сывӑ юлни те — Василий ҫеҫ. Тепӗр пысӑк стенд — тылра хастар ӗҫленӗшӗн медальсем илме тивӗҫ пулнӑ ял ҫыннисем — пурӗ 34 ҫын, вӗсенчен ҫиччӗшӗ — халӗ пурӑнаканнисем.

Минскра (унта Леонид Карпов пурӑннӑ), Феодосире пулнӑ сӑнӳкерчӗксем, тӑван ял урамӗсенче ӳкернӗ вӑйӑ картисем, тӑпачӑ ҫапни, Владимир Степанов Хӑймалакасри «Искра» колхозӑн фермин дояркисемпе пӗрле, вӑлах Феодосире ҫар службинче тӑнӑ чухне моряксемпе пӗрле йӗтем ҫинче ӗҫлени тата ытти те.

Паллах, паянхи тапхӑрти Карповсен, Степановсен тата Григорьевсен йӑхӗнчи ҫамрӑк сӑнсем те куҫ умне тухса тӑраҫҫӗ. Ял пурнӑҫне хавал кӳрекен пултаруллӑ йӑх династийӗ «Эпир — аннен пилӗк ывӑлӗ» сӑнӳкерчӗкре уйрӑмах витӗмлӗн сӑнарланнӑ.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ 65 ҫул ҫитнине халалласа Тойтерекре палӑк уҫакан инициаторсенчен пӗри Владимир Степанов пулнӑ. Стендра вӑл — палӑк умӗнче, ял ҫыннисемпе пӗрле. Пӗрле, пӗр туслӑ ҫемьере ҫитӗнсе ҫын пулнӑ Карповсем — пултаруллӑ та маттур чӑвашсен йӑхӗ, ҫемйи: Валентин — паллӑ журналист, таврапӗлӳҫӗ, Михаил — инженер-строитель, бухгалтер Виталий, ҫар ҫынни Леонид, Влавдимир — «Искра» колхоз ертӳҫи.

Паянхи ҫамрӑк ӑру шап-шурӑ ҫеҫкери сад пахчи пекех: пуласлӑха шанса кӗтекен куҫсем, хавхалануллӑ кӑмӑл вӑй вылять вӗсенче — Данил пирӗн умра. Чи кӗҫӗнни вара — Анастасия — алӑри кӑкӑр ачи.

#Шупашкар районӗ, #Чанкасси, #Хӑймалакасси, #музейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем