Етӗрне районӗнчи Хӗрлӗ Ҫыр ялӗнче Хӗрлӗ урам ӳлӗмрен ҫуркуннепе кӗркунне пылчӑкпа ҫӑрӑнма пӑрахӗ. Ӑна хытарса ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнетнӗ урама хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Унта район шайӗнчи тӳре-шарапа — район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа район пуҫлӑхӗпе Александр Красновпа пӗрлех чӑваш парламенчӗн депутачӗсем пырса ҫитнӗ. Вырӑнти Никольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Леонтьева вара вырӑнти ҫынсене ырласа калаҫнӑ. Вӗсем таса чунпа ӗҫлесе ял тӑрӑхне кӑна мар, района та чапа кӑларнине палӑртнӑ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма пырса ҫитнӗ чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Николай Маловпа Валерий Павлов урамра ҫул уҫни ял историне кӗрсе юлассине палӑртнӑ. Николай Малов ку ӗҫе тунинче Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн тӳпине уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ.