Ҫурлан 8-мӗшӗнче Шупашкарта педаль пӗрле ҫавӑрӗҫ. «Пирӗнпе пӗрле педаль ҫавӑр!» ят панӑскер каҫхи 8 сехетре пуҫланмалла. Унччен Республика лапамӗнче «Велосипед — вӑл ансат» ятпа парад иртмелле. Унта тӗрлӗ велотранспорта илсе тухма шантараҫҫӗ: ҫав шутра — историлле модельсемпе хальхисем, ту ҫинче ярӑнмаллисемпе спорт велосипечӗсем, ачасен, хӑй тӗллӗн ӑсталанисем.
Велочупӑва хутшӑнакансем Республика лапамӗнче хускалса Ҫеҫпӗл Мишши скверне кайӗҫ, унтан — Вырӑс драма театрне, «Спартак» стадиона, Художество музейӗпе Союзсен ҫурчӗ енне. Маршрут Республика лапамӗнче вӗҫленӗ.
Парад вӑхӑтӗнче спорт федерацийӗ маҫтӑр-классем ирттерӗ, ди-джейсемпе ҫамрӑксен рок-ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Ҫутӑ тетарӗпе фаер-шоу пуласса та шантараҫҫӗ.