Тӗн
![]() Улатӑр тата Пӑрачкав епископӗ Федор пил панипе, Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял халӑхӗ пуҫарнипе часавай тума пуҫланӑ. Ҫак кунсенче часавайӑн никӗсне янӑ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Кӗлӗмкассинчи храм настоятелӗ Пантелеймон протоиерей пулас часавай вырӑнне сӑвапланӑ. Часавая халӑх укҫипе ҫӗклӗҫ. Унта кашниех тӳпе хывма пултарать. Пантелеймон атте пурне те ырӑ ӗҫе хастар хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Укҫапа пулмасан та ӗҫпе, кӗлӗпе пулӑшни теме тӑнине палӑртнӑ вӑл. Сӑнсем (27) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |