Паян, акан 29-мӗшӗнче, Шупашкартан инҫех те мар вырнаҫнӑ Ҫатра-Лапсарти тӗп пӗлӳ паракан шкулта Борис Борлен сӑвӑҫпа тӗлпулу иртрӗ. Тӗлпулӑва пыхӑннӑ шкул ачисем 75-рен каҫнӑ сӑвӑҫ сӑмахӗсене тимлӗн итлесе ларчӗҫ.
Чи малтан Борис Леонтьевич хӑйӗн ҫинчен каласа пачӗ — Шупашкара ватлӑхра ҫеҫ куҫнӑ иккен. Унччен — Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи чӑвашсем хушшинче, Хусанта тӑрмашса ӗҫленӗ. «Сувар» хаҫата кӑларма тытӑннинче унӑн пӗчӗк мар тӳпи те пур.
Малалла ҫыравҫӑ ачасен хушшинче викторина пекки йӗркелерӗ — хӑйӗн сӑввисене вуласа панӑ хыҫҫӑн ачасен хӑш уйӑх ятне халалланине е кивелнӗ сӑмахӑн пӗлтерӗшне пӗлмелле пулчӗ. Шкул ачисем интересленсех хутшӑнчӗҫ — тӗрӗс хуравласан сӑвӑҫ кӗнеке парнелерӗ.
Тӗлпулу вӗҫленнӗ тӗле Борис Борлен ачасен йытӑвӗсем ҫине хуравларӗ. Пӗрремӗш сӑввине шкултах ҫырма пуҫланӑ иккен — вӗрентекене те астӑвать — чӑвашла сӑвӑ ҫырма Анна Павловна Павлова пулӑшнӑ.
Тӗлпулу хыҫҫӑн сӑвӑҫа шкулӑн таврапӗлӳ музейӗпе паллаштарчӗҫ. Экскурсие 7-мӗш класра вӗренекен Леонтьева Оксана ирттерчӗ — Борис Борлена шкул историйӗпе, унӑн чаплӑ вӗренекенӗсемпе паллаштарчӗ.