Етӗрне районӗнчи Качикасси ялӗнче пурӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ ентешӗсене ӗмӗр упраҫҫӗ. Вӗсем ҫак тӗллевпех ялти пӗр урамра асӑну палӑкӗ уҫнӑ.
Кунашкалли кӳршӗ ял тӑрӑхӗнче пуррине палартаҫҫӗ вӗсем. Анчах унта фронта кайнисен ячӗсем пурин те ҫук-мӗн. Качикасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Сергей Смирнов ҫакна тӳрлетме шухӑшланӑ. Никамӑн ятне те манса хӑварасшӑн пулман, вӑл чылай тӑрӑшнӑ.
Сергей Смирнов каланӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗнчи тӗп вулавӑшра вӑл нумай ларнӑ. «Астӑвӑм» кӗнекере те вӑл темиҫе ят тупнӑ. Ялта та аслисем чылай калаҫнӑ.
Ҫапла майпа Сергей Смирнов ҫапӑҫу хирӗнче 24 ҫын юлнине палӑртнӑ. Асӑну палӑкӗ ҫине фронтран таврӑннисен, ун хыҫҫӑн вилнисен ячӗсене те кӗртнӗ. Пӗтӗмпе 56 ят ҫырнӑ. Сергей Смирнов палӑк тӑвас ӗҫе ял халӑхӗ те хастар хутшӑннине палӑртать.