Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн табличкӑна вырӑсла кӑна ҫакса тухнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.04.2015 10:28 | 1444 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Чӑвашла ҫырма маннӑ
Чӑвашла ҫырма маннӑ

Ыран Чӑваш Ен тата чӑваш халӑхӗ Чӑваш чӗлхи кунне уявлӗ. Унта ҫыхӑннӑ мероприятисем эрне пуҫламӑшӗнчех пуҫланнӑ ӗнтӗ, ытларах пайӗ паян иртӗ. Чӑваш Республики пирӗн тӑван чӗлхене хисеплеме, ӑна упрама тата аталантарма майсем туса памалла. Кун пирки «Чӗлхесем пирки» саккунра ҫырса хунӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ вара чӑваш халӑхӗн шанчӑкне ҫухатмасӑр ӗҫлеме тупа тунӑ. Ку вара Чӑваш Республикин Конституцине хӳтӗлессипе, саккунсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлӗп тенипе тан.

Шел те, юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр ыйту тавра вара чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне, культурине упрасси тата аталантарасси пирки шута илме пӑрахаҫҫӗ. Сӑмах кунта чӑваш чӗлхи пирки, вӑл патшалӑх чӗлхи пулнӑ май унпа пӗр тан усӑ курасси пирки. Эктор Алос-и-Фонт Шупашкарта тупса палӑртнӑ тӑрӑх нумай пулмасть хӑш-пӗр ҫуртсем ҫине ҫӗнӗ табличкӑсем ҫакнӑ. Кӑна вӑл «Пӗртанлӑх» кун кӗнекинче палӑртнӑ. Ленин проспекчӗн 47-мӗш, Мир проспекчӗн 82а, Мир проспекчӗн 78д ҫурчӗсем ҫине табличкӑсене вырӑсла кӑна ҫакнӑ. Вӗсем унччен пулман имӗш. Ку ӗҫ-пуҫ Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн пулса иртни чӑваш халӑхӗшӗн уйрӑмах кӳренӳллӗ.

#Чӑваш чӗлхи кунӗ, #ҫурт-йӗр, #Шупашкар, #чӑваш чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем