«ВелоТверь» клуб хыпарланӑ тӑрӑх, ҫамрӑках мар хӗрарӑм Курил утравӗсем ҫине велосипедпа ҫитесшӗн. Вӑл унта Тверь хулинчен ҫула тухнӑ. Юлия Ивановна ку ҫулҫӳреве Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Хӑй Юлия Ивановна асӑннӑ хисепрен кӑшт ҫеҫ ватӑрах. Анчах ку ӑна пӗрре те хӑратмасть, вӑл инҫе ҫула шикленмесӗр тухнӑ.
Юлия Ивановнӑн маршручӗ Чӑваш Ен урлӑ выртӗ. Унӑн ҫулҫӳревӗ ҫакнашкал: Тверь – Мускав – Владимир – Шупашкар – Хусан – Ижевск – Екатеринбург – Тӗмен – Омск – Новосибирск – Кемерово – Красноярск – Иркутск – Байкальск – Улан-Удэ – Чита – Шимановск – Благовещенск – Биробиджан – Хабаровск – Сахалин утравӗ. Унтан Юлия Ивановна Курил утравӗсем ҫине ҫитесшӗн те каялла ҫула тухасшӑн.
Юлия Ивановнӑн велосипечӗ ҫумне «Ҫӗнтерӳ: 70 ҫул» тесе ҫырнӑ табличка, Герги хӑйӑвӗ, кӑвакарчӑк ӳкерчӗкӗ ҫирӗплетнӗ. Ҫулҫӳревҫӗ хӑйӗнпе пӗрле темиҫе шӑккалат илнӗ.