Ӗнер, пушӑн 22-мӗшӗнче, Virgin Galactic компани тӗнче уҫлӑхӗн ҫулҫӳревҫисем валли тунӑ SpaceshipTwo карапӑн пӗрремӗш вӗҫев тӗрӗслевне ирттернӗ. Кун пирки AFP хыпар агентстви пӗлтерет.
Вӗҫев тӗлӗслевӗ Калифорни штатри Мохаве пушхирте иртнӗ. WhiteKnightTwo ҫине ҫаклатнӑ SpaceshipTwo карапӑн пӗрремӗш вӗҫевӗ 2 минут ҫеҫ тӑсӑлнӑ, тӗрӗслев ӑнӑҫлӑ иртнӗ тесе палӑртнӑ.
SpaceShipTwo ракетоплана уйрӑм ҫын хатӗрлет, патшалӑх хутшӑнмасть. Карап орбита ҫывӑхӗнчи уҫлӑха (100 пин ҫухрӑм ҫӳллӗшне) ҫитме пултарать. Вӗҫевре карап малтан WhiteKnightTwo самолетпа ирттерӗ — вӑл ӑна 16 пин ҫухрӑм ҫӳллӗшне хӑпартӗ. Малаллахи ҫулне вара SpaceShipTwo хӑйӗн вӑйӗпе вӗҫӗ. Вӗҫев 2 сехет патнелле тӑсӑлӗ. Вӑл хушӑра карапри ҫулҫӳревҫӗсем йывӑрӑшсӑрлӑха туйса илӗҫ.
Карап уҫлӑха пурӗ 6 ҫулҫӳревҫе хӑпартма пултарать. 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗ тӗлне тӗнче уҫлӑхне ҫитсе курма 330 ҫын ытла ҫырӑннӑ — вӗсен хушшинче Раҫҫей ҫыннисем те пур. Вӗҫев хакӗ — 200 пин доллар.