Вӗрентӳ учрежденийӗсем хушшинче чи лайӑх сайт — вӗсен. «Ҫӗнӗлле ӗҫлекен ҫулталӑкри чи лайӑх учреждени», «Аслӑ Атӑл ҫамрӑклӑхӗ», «Объектив», киновидео творчествин «Ҫамрӑксем кӑтартаҫҫӗ...» республикӑри конкурссенче кӗмӗле тивӗҫнӗ. 2009 ҫул Вӑрнарти 29-мӗш училище коллективӗпе вӗренекенӗсемшӗн тухӑҫлӑ та ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Маларахри ҫулсене илес пулсан та, кӑтартуллӑ ӗҫлени куҫ умӗнче — тӗрлӗ Кубоксем, дипломсемпе грамотӑсем ҫитӗнӳсене мӑнаҫлӑхпа ҫирӗплетеҫҫӗ.
Вӗрентӳпе воспитани процесӗ ҫулсерен ҫӗнелсе пырать, професси вӗрентӗвӗ пурнӑҫ ыйтнине тивӗҫтерет, кунтан тухакансем ӗҫе вырнаҫасси тивӗҫлӗ шайра, культурӑпа массӑллӑ ӗҫ — лайӑххисен шутӗнче. Туслӑ коллектив палӑртнӑ задачӑсене пурнӑҫлассипе тӗллевлӗ ӗҫлет. Корпоративлӑ культурӑна аталантарассипе темиҫе ҫуллӑха хатӗрленӗ программа училище имиджне ӳстерессине кӑна мар, вӗренекенсен пур енлӗ аталанӑвне, вӗсен ӗҫ рынокӗнчи тупӑшаслӑх вӑйне ӳстерессине те тӗпе хывнӑ. Вӗрентӳ пахалӑхне пӗтӗм тӗнчери стандарта ҫитерессипе чылай тимлеҫҫӗ. Наука тата практика ӗҫӗ вӑйлӑ аталаннӑ. Ҫамрӑксен професси ӑсталӑхне ӳстерессипе чылай хуҫалӑхпа ҫыхӑнса ӗҫлесси йӑлара.
Экономикӑна тӗплӗн тишкернӗ май, паян училище ӗҫ рынокне «усӑсӑр» специалистсемпе чыхмасть, пурнӑҫ ыйтакан профессисене ҫул пама тӑрӑшать. Ҫитес вӗренӳ ҫулӗн йышӑнӑвне ҫирӗплетнӗ те ӗнтӗ, кунта автомеханиксене (водитель — машинсене юсакан слесарь), машинӑпа трактор паркӗн юсавӗпе техника тивӗҫтерӗвӗн ӑстисене (тракторист, водитель, слесарь), ӳсентӑран мастерӗсене, строительство ӗҫӗсен ӑстисене (каменщик, сварщик), водитель-утарҫӑсене, повар-кондитерсене хатӗрлӗҫ.
Ӳсӗм-ҫитӗнӗвӗсене ахальтен асӑнмарӑм. Ҫаксем пӗтӗмпех «Пуҫламӑш тата вӑтам професси вӗрентӗвӗн Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентӳ учрежденийӗ» конкурсӑн хаклав критерийӗсене кӗнӗ. Нарӑсӑн юлашки тӑватӑ кунӗнче Питӗрте иртнӗ пӗтӗмлетӳ тӑрӑх Вӑрнарти 29-мӗш училище ҫак конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Республикӑран унта пилӗк вӗрентӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ, ҫӗршывӗпе — 64 регионтан.
Училище директорӗ Николай Васильевич Васильев чыслав йӗркипе Санкт-Петербургра иртнӗ наукӑпа практика конференцийӗсем, ҫавра сӗтелсем, хӗрӳ калаҫусем аграри тытӑмне специалистсем хатӗрлессипе чылай ҫивӗч ыйту хускатнине каларӗ. Ҫӗршыври ӗҫтешӗсен паха опытне илсе килнипех вӑл тӑван училищӗне Дипломпа тата ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Унӑн кӑкӑрӗ ҫинче вара малашне «Ҫулталӑк директорӗ» паллӑ мӑнаҫлӑн ҫуталӗ.
Училищӗре те ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе тата малашнехи плансемпе ҫавра сӗтел иртрӗ. Директорӑн ҫумӗсем Н.Бизяева, М.Христофоров, О.Яковлева, Т.Алексеева бухгалтер ҫак конкурсра пысӑк хаклава тивӗҫни районшӑн та пӗтӗм республикӑшӑн та ӑсталӑхлӑ ял хуҫалӑх специалисчӗсем хатӗрлессипе малашне тата та пахалӑхлӑрах, тӑрӑшуллӑрах ӗҫлеме хистенине палӑртрӗҫ.
С.Чикмякова, «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ»