Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Раҫҫее хирӗҫ санкцисем йышӑнни сиен кӳрет-и? Ку ыйтӑва юлашки вӑхӑтра тӑтӑшах илтме тӳр килет. Апла-и, капла-и — йӗпреҫсене нимӗн те хӑрушӑ мар. Раҫҫей правительстви пӗлтӗр йышӑннӑ эмбарго пачах тепӗр май ӗҫлеме хистет– хуҫалӑхсене тӗрлӗ енлӗн аталанма май парать.
Килте туса илнӗ сӗте ӑҫта тата мӗнле кайса памалла? Йӗпреҫсен кунашкал ыйту тухса тӑмасть. Виҫӗ ҫул каялла Пучинке ялӗнче сӗт пухакан цех уҫӑлнӑ.
Халӗ унта туллин ӗҫлекен предприяти хута ярасшӑн. Ҫитес вӑхӑтра сӗт савутӗнче услам ҫу тӑвакан лини уҫасшӑн. Предприяти ҫурма хытӑ чӑкӑт кӑларса рынокра ҫирӗпленесшӗн.
Сӗт савучӗн учредителӗ Сергей Мулеев рынокра 80 процент вырӑн пушаннине палӑртать. Малтан Раҫҫей чӑкӑчӗ 20 процент кӑна пулнӑ. Халӗ предприяти хатӗрсене 20 миллионлӑх саккас тунӑ, Канашра чӑкӑт енӗпе лайӑх специалист тупнӑ. Вӗсем ҫулталӑк вӗҫне ӗҫлеме тытӑнасшӑн.
Сӗтпе ытларах «Хӗрлӗ партизан» колхоз тивӗҫтерет-мӗн. Унта 300 ытла сӑвакан ӗне. Кунсерен 3 тонна ытла сӗт туса илеҫҫӗ. Предприяти ял халӑхӗнчен те, кӳршӗ регионсенчен те сӗт йышӑнать-мӗн. Хальлӗхе предприятире 20 ҫын тӑрӑшать. Анчах ҫӗнӗ линисем хута ярсан вӗсен йышӗ ӳсмелле.
