Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри Николай Ефимов тӳре-шарана хӑйне хваттер тивӗҫҫине ӗнентересшӗн ҫунать-мӗн. Кивӗ пӳртре вӑл пурӑнаймасть, анчах ҫӗнӗ хваттер уҫҫине ӑна памаҫҫӗ иккен.
Асӑннӑ ялти Мелиораторсен урамӗнчи ҫав арҫын пурӑнакан ҫурта 2010 ҫултах ишӗлекеннисен йышне кӗртнӗ-мӗн. 40 ҫулхи ҫурт юлашки ҫулсенче куҫ умӗнчех ишӗлме тытӑннӑ. Ҫынсен хӗле валли вутӑ хатӗрлеме тивнӗ, шыва урамран йӑтнӑ, туалет та — урамра. Хӑтлӑх шутӗнче ҫурта хирӗҫ вырнаҫнӑ сарай тата пӗчӗк пахчана кӑна асӑнма пулать. Йӑтӑнса тӑракан штукатуркӑллӑ, аран тытӑнса тӑракан стенасемлӗ ҫуртран тухма ишӗлекен ҫурт программӑна кӗни пулӑшнӑ. Анчах ҫӗнӗ хваттер уҫҫи пурне те лекмен. Пиллӗкмӗш хваттерте пурӑнакан арҫына уҫӑ паман. Халӗ арҫын тӑванӗсем патне пурӑнма тухса кайнӑ, уншӑн тӑванӗ чунне ыраттарать иккен.
— Унӑн прописка пулман, анчах хаттер укҫине вӑл тӳлесе пурӑннӑ, — арҫыннӑн тӑванӗ Станислав Ефимов. — Эпир администрацие те кайрӑмӑр, анчах усси пулмарӗ.
Пиллӗкмӗш хваттер муниципалитет харпӑрлӑхӗнче шутланать иккен. Вырӑнти тӳре-шарасем арҫыннӑн ордер ҫук иккен. Социаллӑ найм меслечӗпе хваттерте тара пурӑннине ӗнентерекен килӗшӳ пирки район администрацийӗнче ыйтусем пур-мӗн. Ҫурта 2010 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ишӗлекен тесе йышӑннӑ, Ефимовпа килӗшӗве ҫав ҫулхи раштавра тунӑ иккен. Районти тӳре-шара асӑннӑ килӗшӗве суд экспертизи тусах хакласшӑн-мӗн.
Прокуратура вара ҫуртра пурӑнакана майлӑ пулнӑ. Вӑл унӑн правине судра хӳтӗлесшӗн.