Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.0 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Тӑвай районӗнче комисси сӗт пахалӑхне тӗрӗсленӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 19.03.2015 17:15 | 790 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Ялсенче ирсерен сӗт пуҫтараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри тӳрӗ чунлӑ, теприсем сӗте шывпа та хутӑштарма именмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа унӑн пахалӑхне тӗрӗслесех тӑма тивет.

Паян, пушӑн 19-мӗшӗнче, Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ирхи 5 сехетре районти сӗт пахалӑхне тӗрӗслекен комисси тӗрӗслеве килнӗ. Комисси йышне Тӑвай район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ В.В.Чайкин, районти чӗрчунсен чирӗпе кӗрешекен станцин пуҫлӑхӗ А.В. Шакин, ветеринари службин ветеранӗ М.Г.Герасимова, районти чӗрчунсен чирӗпе кӗрешекен станцин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Л.А.Симушкина пулнӑ.

Комисси яла ир-ирех килсе сӗт пухас ӗҫе хутшӑннӑ. Сӗте Любовь Иванова пухнӑ. Комисси сӗт пахалӑхне тӗрӗсленӗ. Рейд вӑхӑтӗнче 15 ҫын панӑ сӗте тӗрӗсленӗ.

Комисси сӗт паракан ҫынсене кунашкал рейдсем тӑтӑшах пуласса асӑрхаттарнӑ.

Сӑнсем (12)

#Тӑрмӑш, #Тӑвай районӗ, #тӗрӗслевсем, #ял хуҫалӑхӗ, #сӗт

 

Комментари:

2015-03-19 19:37
Аçтахар Плотников
Тӳре-шара тӗрӗслет пулин те пӗтӗмлетӗвне пӗлтересшӗн мар — миҫе ҫын пахалӑхсӑр сӗт илсе килни ҫинчен каламан.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org