Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицейра «Хими учителӗсен уҫӑ урокӗ» республикӑри 4-мӗш методика фестивалӗ иртрӗ. ЧР вӗренӳ институчӗн методисчӗ Николаева М.В. кӑҫалхи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ, хутшӑнакансем йышланнипе савӑннине пӗлтерчӗ, вӗрентекенсене ӑнӑҫу сунчӗ.
Ҫак кун жюри членӗсен 40 ытла урок итлесе хаклама тиврӗ. Тӗрлӗ районтан пухӑннӑ учительсемшӗн ку уяв вырӑннех пулчӗ — вӗсем пӗр-пӗринпе курнӑҫса калаҫни, ҫӗнӗ шухӑшсемпе паллаштарни, опыта ӳстерни питӗ паха мар-и.
Шупашкар районӗнчи вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Романов Б.Г. фестивале хутшӑнакансене, лицейра вӑй хуракансене тав сӑмахӗ каларӗ, малалла та ӗҫе юратса тума сӗнчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене комисси председателӗ Кузьмина С.Н. (Шупашкарти 1-мӗш гимнази вӗрентекенӗ) дипломсемпе чысларӗ, малалла та хастар пулма сӗнчӗ.
Юлашкинчен Кӳкеҫри лицей ачисем хӑнасене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.
