Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Каҫал тӑрӑхӗнче чӑваш чӗлхине ҫӗнӗ стандартсемпе мӗнле вӗрентмеллине сӳтсе яврӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Геронтий Никифоров 17.02.2015 13:19 | 2099 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

2015 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Комсомльскин пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш вӑтам шкулӗнче «Чӑваш чӗлхипе литературине, тӑван ен культурине ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗсемпе килӗшӳллӗн вӗрентесси» ятпа регионсен хушшинчи семинар иртрӗ. Ун ӗҫне Чӑваш Республикин Комсомольски, Елчӗк тата Тутар Республикин Апас районӗсен чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗрентекенсем, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ Ю.М. Виноградов тата Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен ассоциацийӗн председателӗ Г.Л. Никифоров хутшӑнчӗҫ.

Литература тата К.В.Иванов ҫулталӑкне халалланӑ семинарта тӗп калаҫу тӑван чӗлхепе литературӑна ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн вӗрентесси тавра пычӗ. Тухса калаҫакансем патшалӑх стандартне тивӗҫтерекен ӗҫ программисене хатӗрлессипе, вӗренӳ содержание программа картине вырнаҫтарса капаштарассипе, уроксенче ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ курассипе, вӗренӳ ӗҫ-хӗлне тӗрлӗ енлӗ аталантарассипе тата Каҫал ен ҫыравҫисем тата вӗсен литературӑри ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Семинара хутшӑнакансем Чӑваш наци конгресӗн 2015 ҫулта палӑртнӑ ӗҫӗсемпе пулӑмӗсене сӳтсе яврӗҫ.

Комсомольски районӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен ассоциацийӗн ертӳҫи С.Г. Индюкова «Уҫӑ урок» методика фестивалӗ, «Туслӑх хӗлхемӗ» уяв, предмет олимпиади, «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ-ӑмӑрту, туслӑх каҫӗсем, «Ҫулталӑк учителӗ» конкурс, Ҫеҫпӗл тата К.В. Иванов вулавӗсем, ӗҫлӗ ҫул ҫӳрев, вӗренӳ ӗҫӗн ветеранӗсене чыслани, ачасене тӗпчев-шырав ӗҫне явӑҫтарни, ӑслӑлӑх конференцисем кашни ҫул ирттерни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Вӗсем чӑвашлӑха аталантарма, тӑван чӗлхепе литература пӗлтерӗшӗпе талккӑшне ӳстерме пулӑшни ҫинче чарӑнса тӑчӗ вӑл.

Кӑҫал районта тӗрлӗ шкулӗнче 27 чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем ӗҫлет. Вӗсенчен аслӑ категориллӗ учитель — 10, пӗрремӗш категориллисем — 17. Ҫак йышран В.Г.Зайцева (Хирти Явӑш шкулӗ) тата Н.А.Смирнова (Хирти Мӑнтӑр шкулӗ) Раҫҫей Федераци Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем — 6, Раҫҫей Федерацийӗн хисеп грамотине тивӗҫнисем — 4 учитель.

Каҫал ен ҫыравҫисен пахалӑхлӑ чылай хайлавӗсене шкул программине кӗртнӗ. Вӗсене ачасем юратса вулаҫҫӗ. Комсомольскипе Елчӗк учителӗсем кӑҫал та чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑлне тарӑн уҫса паракан хайлавсемпе йӑлана кӗмен урок, семинар урок, тишкерӳ урок, диспут урок тата ытти уроксем тата методика семинарӗсем ирттерме йышӑнчӗҫ.

Елчӗк районӗнчен килнӗ чӑваш чӗлхипе литератури учителӗ Н.А. Левая шкулсенче паян наци вӗрентӗвӗ ҫивӗч тӑни, ҫав ҫивӗчлӗхе татса пама патшалӑхӑн вӗренӳ ӗҫне лайӑхлатма майсем туса памаллине, учительсен пӗтӗм яваплӑха туйса вӗрентӗве ҫӗнӗлле йӗркелемеллине, вӗрентекенсене ҫӗнӗ, тухӑҫлӑрах компьютерсемпе тивӗҫтермеллине, ачасен ашшӗ-амӑшӗн кӑмӑлне ҫавӑрса ӗҫлемеллине палӑртрӗ.

Семинар пӗтӗмлетӗвӗнче чӑваш чӗлхипе тата тӑван ен культури учмтелӗсем пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашни питӗ кирлӗ пулни ҫинчен каларӗҫ. Сӗнӳсене шута илсе палӑртнӑ ӗҫсене тивӗҫлӗ шайра тусассӑн К.В.Иванов ҫулталӑкӗ халӑх асӗнче ырӑ ятпа юлӗ терӗҫ канашлӑва пухӑннисем.

Сӑнсем (11)

#Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #Литература ҫулталӑкӗ, #Апас районӗ, #Елчӗк районӗ, #Тутарстан, #2-мӗш шкул, #Комсомольски, #Комсомольски районӗ, #семинарсем, #чӑваш чӗлхи, #Хирти Явӑш, #Хирти Мӑнтӑр, #вӗренӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем