Эктор Алос-и-Фонт социолингвист Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ чухнехи икчӗлхелӗх лару-тӑрӑвне тишкернӗ. Ӑсчах ҫитменлӗхсене палӑртнӑ май лару-тӑру икӗ ҫул каяллахинчен лайӑх енне сулӑннине каланӑ.
— Паллӑ мероприятисем ытларах чухне Республика тата Хӗрлӗ тӳремсенче иртеҫҫӗ, — ҫырнӑ Эктор Алос-и-Фонт «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. — Кӑҫал Республика тӳремӗнче Ҫӗнӗ ҫул бульварӗ уҫӑлнӑ. Анчах вӑл тӗпрен илсен Ехрем купса бульварӗнчен куҫнӑ коммерци киоскӗсенчен тӑрать иккен. Киосксенчи информацие вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ. Анчах бульвар лаптӑкӗнче ҫырнисем ытларах чухне — икӗ чӗлхепе.
Социололингвист лару-тӑру икӗ ҫул каяллахинчен лайӑхраххине палӑртнӑ. Вӑл Ехрем купса бульварӗнче «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, Шупашкарӑм!» тесе ҫырнине ыррипе палӑртнӑ. Анчах чӑрӑш айӗнче вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ-мӗн. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Хӗрлӗ тӳремре икӗ чӗлхепе усӑ курасси лайӑхланнӑ.
Шел те, ытти урамсенче вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ. Эктор Алос-и-Фонт ЧППУра вӗреннӗ. Ҫулталӑк каялла университет икчӗлхелӗхе хӳтелӗнипе палӑрнӑ пулсан кӑҫал вӑл тӗп корпус умӗнчи чӑрӑш ҫине вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ.
Общество транспорчӗн предприятийӗсем ҫынсене вырӑсла ҫеҫ саламланӑ-мӗн. «Тӗнчере предприятисем халӑха уяв ячӗпе наци чӗлхипе саламламан тӗслӗхсем пур-ши? — тӗлӗннӗ социолингвист». Вӑл депутатсем те чӑваш халӑхне вырӑсла ҫеҫ саламланине палӑртнӑ.
Эктор Алос-и-Фонт пӗтӗмлетӳ тунӑ: Ҫӗнӗ ҫул умӗн Шупашкарта икчӗлхелӗх лару-тӑрӑвӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан лайӑхланнӑ, анчах вырӑс чӗлхипе ытларахӑшӗ усӑ курать.