Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Трак ен халӑх театрӗ премьерӑпа сцена ҫине тухрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 21.11.2009 19:24 | 1765 хут пӑхнӑ

Красноармейски районӗн халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ҫумӗнчи Халӑх театрӗ куракансем умне ҫӗнӗ премьера кӑларчӗ - З.Володарскин "Лантӑшсем" пьесине чӑвашла куҫарса лартса пачӗ. Спектакльти ӗҫсем иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине хутшӑннӑ Иван Платонович Кириенко хирург ҫемйинче пулса иртеҫҫӗ пулин те, спектакле лартакан Надежда Николаева режиссер геройсене паянхи кун кӑларса тӑратнӑ кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсем тавра калаҫтарма пултарчӗ. Халӑх пултарулӑхӗн артисчӗсем те хальхи пурнӑҫ пӑрӑнчӑкӗсене юрату тата ҫынлӑх туйӑмӗсенчен уйӑрса, вӗсене сивлесе куракансен чунне ҫыннӑн чи хаклӑ та ырӑ туйӑмлӑ пахалӑхӗсене вырнаҫтарма пултарчӗҫ.

Пьесӑна чӑвашла яка та таса чӗлхепе куҫарнӑ. Куракансене мелодрамӑра усӑ курнӑ кӗвӗ-юрӑ питӗ кӑмӑла кайрӗ. Декораци пуян пулни курӑнать. Сасӑ режиссерӗ пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлени сисӗнчӗ. Рольсенче ял ҫыннисем пурте пӗлекен хамӑр ялсем вылярӗҫ: Валерий Миронов (И.П.Кириенко), Светлана Васильева (Л.П.Кириенко), Надежда Николаева (Нина), Николай Петров (Ивар), Алексей Николаев (шофер), Вера Петрова (хӗрарӑм).

Маттур артистсене ӑнӑҫлӑ премьерӑпа саламлас килет. Республикӑри драма коллективӗсен тата халӑх театрӗсен фестивалӗн конкурсӗнче ӑнӑҫу сунатпӑр. Малашне те премьерӑсемпе час-часах савӑнтарасса шанса тӑратпӑр, чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#халӑх театрӗсем, #Красноармейски районӗ, #театрсем

 

Комментари:

volodya // 1190.34.9518
2009.11.26 20:38
Салам Диман, мĕнле ĕçсем? Мĕнле Тимур пурăнать? Эпе санăн пирки ыйтса пĕлтем, унта пур должность суд.мед.эксперт, но пока занят. Может травм.центр уçăлсан тепер вакансии уçăлать суд.мед.эксперт.Так что çакăн пек. Если материально пулăшмалла пулсан кала. Санăн менле плансем вообще ĕç пирки?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем