Оксфорд университечӗн ӑсчахӗсем улма-ҫырла ҫиме сӗнеҫҫӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунсерен улма-ҫырла ҫини чӗре чирӗсем аталанас, инсульт пулас хӑрушлӑха 40% чакарать.
Ӑсчахсем ирттернӗ сӑнав акӑ мӗн кӑтартнӑ: ҫын куллен мӗн чухлӗ ытларах улма-ҫырла ҫиет, унӑн инсульт аталанас хӑрушлӑх ҫавӑн чухлӗ пӗчӗкрех. Улма-ҫырлапа пачах сӑйланман ҫынсен вара чӗрепе аптӑрас хӑрушлӑх пысӑк-мӗн.
Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунсерен 150 грамран сахал мар панулми, банан тата ытти ҫимӗҫе ҫимелле.
Ӑсчахсем тӗрӗслеве Китайри 450 000 ҫынна хутшӑнтарнӑ. Вӗсем пурте сывлӑх тӗлӗшӗнчен ҫирӗп пулнӑ, юн пусӑмӗ пысӑккинчен эмел ӗҫмен. Респондентсене темиҫе ушкӑна уйӑрнӑ. Тӗрӗслев вӗҫленсен улма-ҫырла ҫинӗ ҫынсем хӑйсене тата лайӑхрах туйма пуҫланине паллӑ пулнӑ. Вӗсен чӗре чирӗпе аптӑрас хӑрушлӑх чакнӑ.