Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: Етӗрне тӑрӑхӗнче фотоӑстасен семинарӗ иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 25.12.2014 21:58 | 1622 хут пӑхнӑ
Ӳнер

Паян Етӗрне районӗнчи Палтайри вӑтам шкулта фотоӑстисен, фотоателье ертӳҫисен республикӑри семинарӗ иртрӗ. Семинара Шупашкарти «ЮНИТЭКС» пултарулӑх центрӗн заведующийӗ Светлана Вячеславовна Пудовкина, «Тантӑш» хаҫат журналисчӗ Нина Царыгина, Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗн преподавателӗ Анатолий Серафимович Абрамов, Красноармейски районӗнчи Упи вӑтам шкулӗн черчени, ӳкерӳ тата технологи вӗрентекенӗ Иван Петрович Матвеев, Муркаш районӗнчи «Ильински» вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ Игорь Александрович Каргин, Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан шкул вӗрентекенӗ Ирина Вячеславовна Григорьева, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ фотожурналист Илья Степанович Клочков тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.

Шкулти зала, шкул коридорӗсене фотоӑстисен ӳкерчӗкӗсемпе, стена хаҫачӗсемпе капӑрлатнӑ. Пухӑннисене Палтайри вӑтам шкулта вӗренекенсем Нонна Юрьевна Яковлева хореограф ертсе пынипе юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Шкул директорӗ Галина Петровна Ярославцева хӑнасене ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ май вӗсене кӑштах шкул историпе, кунта тӑрӑшса ӗҫлекен коллективпа паллаштарчӗ. Пухӑннисем шкулти музейпа та хаваспах паллашрӗҫ.

Светлана Пудовкина шкулти хастар фотоӑстине Майа Германовна Шуверовӑна тата ытти чылай автора Хисеп Хучӗ парса чысларӗ.

Шкул ачисем аслисем ирттернӗ мастер-классене хутшӑнчӗҫ. Сӑн ӳкерес ӑсталӑха малашне те туптама пулчӗҫ. Майа Шуверова хӑнасене шкул ачисем вӑл ертсе пынипе хатӗрленӗ «Галерея школьной жизни» фотожурналпа палаштарчӗ. Кашни страница ватман листинчен тӑрать, ун ҫине шкулпа ҫыхӑннӑ пӗр-пӗр уяв саманчӗсен ӳкерчӗкӗсене 15х20 форматпа вырнаҫтарнӑ, чӑннипех те ҫав тери тӗлӗнмелле журнал!

Илья Клочков вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи фотожурналистсем тата вӗсен ӳкерчӗкӗсем ҫинчен «Анталогия советской фотографии 1041-1945 ҫҫ.» хӑтлав (презентаци) хатӗрленӗ. Нина Царыгина шкул ачисене «Тантӑш» хаҫат тата «Теттепе Самант» журналсем ирттерекен конкурссене хастар хутшӑнма, хаҫат-журнала малашне те ҫырӑнса илме тата хаҫата ҫырма чӗнсе каларӗ.

Ирина Григорьева тата Игорь Каргин хӑйсем фото ӑсталӑхӗпе шкул ачисене еплерех хӑнӑхтарни пирки пӗлтерчӗҫ. «Пирӗн ывӑл хӑй вӑхӑтӗнче сӑнӳкерчӗксен конкурсӗнче малти вырӑна тухса «Орленок» лагерьте канма пултарчӗ, ҫакӑншӑн конкурс йӗркелекенсене чунтанах тав тӑватӑп», — терӗ Ирина Вячеславовна.

Иван Матвеев ирттернӗ мастер-класс шкул ачисемшӗн кӑна мар, аслисемшӗн те усӑллӑ пулчӗ. Пейзаж ӳкернӗ чухне — тавралӑха сӑнланӑ чухнехи тӗрлӗ енлӗ сӑнӳкерчӗксем пирки чарӑнса тӑчӗ «Пейзаж в системе фотожанров» хӑтлавпа паллаштарчӗ. Анатолий Абрамов портрет ӳкерес ӑсталӑх пирки ӑнлантарчӗ.

Ҫак йӗркесен авторӗ те сӑн ӳкерме юратать, конкурссене пултарнӑ таран хутшӑнать. Вӑл Палтайри вӑтам шкултан 40 ҫул каялла вӗренсе тухнӑ. Галина Зотова (Александрова) юратнӑ шкул музейне хӑйӗн пӗр кӗнекине тата Николай Плотников шкул ачисемпе вӗрентекенсен хайлавӗсенчен пухса хатӗрленӗ «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт»(2013) кӗнекене асӑнмалӑх парнелерӗ. Палтайри вӑтам шкул вӗренекенӗсене шкулта-ӗҫленӗ вӑрҫӑ ветеранӗсем пирки хайлавсем ҫырса чӑваш халӑх сайчӗ ирттерекен конкурса, «Тантӑш» хаҫат ирттерекен конкурссене хастартарах хутшӑнма чӗнсе каларӗ.

#Шупашкар, #Пӗрҫырлан, #Етӗрне районӗ, #Муркаш районӗ, #семинарсем, #Палтай

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем