Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Эпир, чӑвашсем, чӑваш пуласшӑн...»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чăн чăваш 22.12.2014 00:32 | 6711 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Конференци саманчӗ
Конференци саманчӗ

Раштавӑн 18-мӗшӗнче иртнӗ кӗҫнерникун Красноармейскинче «Хальхи тапхӑрта чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси тата аталантарасси: ҫивӗч ыйтусем тата малашлӑх» темӑпа конференци иртнӗ. Конференцие пирӗн ентеш, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, Трак ен ентешлӗхӗн ертӳҫи Алексей Николаевич Львов, «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество организацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗн пайташӗ, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн председателӗ Геронтий Лукиянович Никифоров, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн членӗ, Шупашкар хулин 10-мӗш шкулӗн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Юлия Елисеевна Анисимова, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ҫыруҫи Лариса Валерьевна Анисимова, Республикӑра тухса тӑракан «Самант» журнал редакторӗ Владимир Васильевич Степанов, районти шкулсемпе ача сачӗсен ертӳҫисем, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, ЧНКан Красноармейскинчи уйрӑмӗн пайташӗсем хутшӑнчӗҫ. Тӑван чӗлхе шӑпи, чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗ, паллах, пурне те шухӑшлаттарать. Тухса калаҫакансем чӑваш чӗлхи кулленхи калаҫура та, радиопа телевидени эфирӗсенче те, шкулсемпе ача пахчисенче те, хулара та, ялта та, уяв-пухусенче те уҫҫӑн та илемлӗн, янӑравлӑн та кӑмӑллӑн янӑратӑр тесен, вӑл аталанса та вӑй илсе пытӑр тесен, чӑваш ачи хӑй чӑваш пулнине чунпа туйса ӳстӗр тесен, вӑл Чӑваш ен аталанавӗшӗн хастар та пуҫаруллӑ ӗҫлетӗр тесен ашшӗ-амашӗсен килте, воспитательсен ача пахчисенче, вӗрентекенсем шкулсенче еплерех ӗҫлемелли ҫинчен хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне, ыйту-сӗнӗвне палӑртса хӑварчӗҫ.

Конференцие Красноармейски администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Иванович Васильев уҫрӗ. Вӑл конференци темипе тата тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ.

Чи малтанах Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн членӗ Юлия Анисимова сӑмах илчӗ. Вӑл Красноармейскинче тӑван чӗлхе пуласлӑхӗ ҫинчен калаҫмалли ятарлӑ конференци ирттерме палӑртнине ырларӗ, Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн Николай Федорович Угасловӑн раштавӑн 16-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ЧНКан Красноармейскинчи уйрӑмӗн ертӳҫине Зинаида Петровна Михайловӑна Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗпе чысларӗ, ӗҫре ҫитӗнӳсем, пурнӑҫра ӑнӑҫу та тулли телей сунчӗ.

Ун хыҫҫӑн районти чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен пултарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫи, Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ертӳҫи, Красноармейски шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ Зинаида Петровна Михайлова «Эпир, чӑвашсем, чӑваш пуласшӑн…» темӑпа доклад каласа пачӗ. Вӑл чӑваш чӗлхи ҫӗр ҫинчи чи ҫепӗҫ те илемлӗ чӗлхе пулни ҫинчен, ӑна ют халӑх ҫыннисем те кӑсӑклансах тӗпчени ҫинчен каларӗ. Кӳршӗллӗ пурӑнакан тутар халӑхӗ хӑйӗн тӑван чӗлхине шкулсенче еплерех вӗрентни ҫинчен те каласа хӑварчӗ. Вӗсен наци шкулӗсенче те, вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче те ачасене вӗрентмелли сехетсен шучӗ пирӗннинчен нумайрах пулнине, пур шкулта та 1 класран пуҫласа 11 класс таранах тутар чӗлхине те, тутар литературине те вӗрентнине пӗлтерчӗ. Тӗрӗсех ӗнтӗ, тӑван чӗлхене мӗн чухлӗ ытларах вӗрентетӗн, ачасемпе эрнере мӗн чухлӗ ытларах тӗл пулатӑн — ачасене ҫавӑн чухлӗ ытларах калаҫтаратӑн, ӑнлантаратӑн, хӑйсем хӑш халӑх ҫынни пулнине туйтарса тӑратӑн. — Шкулта ҫеҫ чӑваш чӗлхипе калаҫни ҫителӗксӗр. Тӑван чӗлхепе калаҫма, ӑна юратма вӗрентесси вӑл ҫемьерен, атте-аннерен пуҫланать. Анчах та юлашки вӑхӑтра ачасене килте чӑвашла сахалтарах калаҫтарма пуҫлани сисӗнет, — терӗ малалла Зинаида Петровна. — Чӑвашла калаҫтарсан паллӑ та сумлӑ ҫынсем тӑваймастпӑр тесе хӑраҫҫӗ-ши? Кӑлӑхах пӑшӑрханаҫҫӗ. Чӑваш енрен тухнӑ эпир пӗлекен мухтавлӑ паллӑ ҫынсем вӗсем пурте чӑн-чӑн чӑваш ачисем пулнӑ, шӑкӑлтаттарса чӑвашла калаҫса ӳснӗ. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларассишӗн 50 ҫул ытла тӑрӑшнӑ Иван Яковлевич Яковлев, Андриян Григорьевич Николаев космонавт, Геннадий Никандрович Волков этнопедагог, Ҫеҫпӗл Мишшипе Геннадий Айхи поэтсем, хамӑр ентешсем — Филипп Лукин композитор, Виталий Петров юрӑҫӑ, Элли Юрьев художник, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер... Вӗсем — Чӑваш ҫӗр-шывне чапа кӑларакансем. Ҫавӑнпа та кашни ачара, кашни ҫынра наци мӑнаҫлӑхӗ пулмалла, хамӑр чӑваш пулнине туйса тӑмалла, Чӑваш ҫӗрӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла. Вара эпир чӑн-чӑн патриотсем пулатпӑр. Тен, ашшӗ-амӑшӗ йывӑрлӑхран хӑрать? Мӗншӗн тесен хамӑр ачасене чӑн-чӑн чӑваш ҫынни тума ҫӑмӑл мар. Кашни ачара чӑваш ҫыннин ырӑ енӗсене аталантармалла: ӗҫченлӗхне, сӑпайлӑхне, чӑтӑмлӑхне, тӑрӑшулӑхне, тараватлӑхне, ыркӑмӑллӑхне, сапӑрлӑхне. Кашни ачана ҫакӑн пек тума нумай ӗҫлемелле, хӑвӑн та ачасемшӗн ырӑ тӗслӗх пулмалла. Апла пулсан чӑн-чӑн чӑваш пулма ҫӑмӑл мар иккен. Чӑваш чӗлхипе калаҫса хӑй чӑваш пулнине туйман ҫын чӑваш чунлӑ пулаймасть. Ҫавӑнпа та хамӑр ачасем ырӑ чунлӑ та пархатарлӑ ӳссе ҫитӗнчччӗр тесен пирӗн вӗсене кулленех: «Эс чӑваш ачи, санӑн чӑваш пек маттур пулмалла», — тесе каласах тӑмалла. Ашшӗ-амӑшӗ хӑй чӑваш-тӑк ачине те чӑвашла вӗрентмелле, вырӑсла, акӑлчанла, французла ачи вӑл хӑех вӗренет. Ҫакна ӑнланакан ашшӗ-амӑшӗсем чӑннипех те ырӑ сӑмаха тивӗҫлӗ.

Ачасене воспитани парас ӗҫре халӑх педагогики те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ Зинаида Михайлова. — Пирӗн ватӑ асатте-асаннесем хӑйсен ачисене халӑх ӑслӑлӑхӗпе халӑх вӗрентӗвӗ ҫине таянса ӳстернӗ. Нумай калаҫса ларма ӗлӗк вӑхӑт та пулман. Кӗскен те ӑслӑ каланӑ. «Аҫу-аннӳне хисепле, хӑвнах ырӑ пулӗ», «Ӗҫ — пурнӑҫ тыткӑчи», «Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет», «Ҫӑкӑртан асли ҫук», «Ӗҫрен ан хӑра, вӑл хӑй санран хӑратӑр», «Паян тумалли ӗҫе ырана ан хӑвар», «Пуҫра ӑс пултӑр, алӑра ӗҫ пултӑр», «Пӗрре улталӑн, иккӗ улталӑн, виҫҫӗмӗшӗнче ларса макӑрӑн». Ҫак сӑмахсене пур ача та ӗмӗрлӗхех ас туса юлать. Акӑ вӑл халӑх ӑслӑлӑхӗпе халӑх вӗрентӗвӗ. Сӑмаха витӗмлӗ калама пӗлни ҫеҫ кирлӗ иккен.

Чӑваш халӑх историйӗпе культурине шкулта вӗрентесси пирки те чарӑнса тӑчӗ Зинаида Петровна. — Пирӗн халӑхӑн историйӗпе культури питӗ пуян. Анчах та юлашки вӑхӑтра ӑна уйрӑм предмет шайӗнче вӗрентейместпӗр. Елена Енькка хатӗрленӗ «Тӑван ен культури» вӗрентӳ пособийӗ 5-8 классем валли чӑвашла та, вырӑсла та пичетленсе тухрӗ. Вӗсенче — пӗтӗм чӑваш кун-ҫулӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ, тӗрри-эрешӗ, уявӗсемпе йӑли-йӗркисем, капӑр ҫи-пуҫӗ, чӑваш ҫӗрӗн ӗлӗкхипе паянхи сӑн-сӑпачӗ. Кун ҫинчен ачасен — пӗлмеллех, пирӗн вара — вӗрентмеллех.

Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинче ҫулталӑк каялла йӗркеленнӗ уйрӑмӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен те каласа хӑварчӗ унӑн ертӳҫи. «Уйрӑмӑн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗ «Тӑван чӗлхемӗр, янӑра!» ятпа шкул ачисемпе аслисем хушшинче сӑвӑ ҫыракансен конкурсне, районти тӗп вулавӑш «Упрар тӑван чӗлхемӗре» сочиненисен конкурсне йӗркелесе ирттерчӗҫ. Культура ҫулталӑкне халалласа районти культурӑпа кану центрӗ «Халӑх юрри — чун уҫҫи» фольклор фестивалӗпе тӗлӗнтерчӗ. Районти таврапӗлӳ музейӗ вара «Асамлӑ тӗрӗ-ҫӗвӗ тӗнчи» пысӑк курав йӗркелерӗ», — терӗ вӑл.

Ҫакӑн пек ырӑ та курӑмлӑ ӗҫсен хастар йӗркелӳҫисене тав турӗ, 1915 ҫулхи К.В.Иванов ҫулталӑкӗнче те ырӑ ӗмӗт-шухӑшпа, ҫирӗп вӑй-халпа пуҫаруллӑ ӗҫлеме ырлӑх-сывлӑх та ӑнӑҫу сунчӗ. Тӗрлӗрен уяв-конкурссене йӗркелесе ирттерме хавхалантарса пынӑшӑн, ҫӗнтерӳҫӗсене чыслама майсем тупса панӑшӑн район администрацине те, вӗренӳ пайне те тав сӑмахӗ каларӗ.

— Чӑваш чӗлхи пире чӑваш пулма кирлӗ, — терӗ Зинаида Петровна хӑй самахне вӗҫлесе пынӑ май. — Чӑваш ҫӗр-шывне чӑвашла хастарлӑхпа юратса аталантарса пыма кирлӗ. Чӑвашлӑха аталантарма пултаракансем вара — эпир — ачасемпе, халӑхпа ӗҫлекенсем, ырӑ та пархатарлӑ ӗҫ тӑвакансем. Кашни ӗҫ-пуҫ еплерех шайра пуласси йӑлтах хамӑртан килет: эпир мӗнле ӗҫленинчен, тӑрӑшнинчен, хамӑра шанса панӑ ӗҫе яваплӑха туйса пурнӑҫланинчен, хамӑрӑн гражданла позицие тӗрӗс ӑнланнинчен.

Эпир пӗр-пӗр ӗҫе тума пуҫласан укҫа ҫитменни ҫине йӑвантаратпӑр. Анчах та чӑвашла шухӑшлама, чӑвашла тӗрӗс те илемлӗ калаҫма, чӑвашла юрлама, ачасене чӑвашла калаҫма вӗрентме, хамӑр шухӑша чӑвашла уҫҫӑн палӑртма укҫа кирлӗ мар — чун тата кӑмӑл кирлӗ. Чунпа кӑмӑл хуҫисем вара — эпир хамӑр.

— Савӑнма та ӑс кирлӗ, тенӗ ваттисем. Ырӑ ӗҫсем тумасӑр савӑнма май ҫук. Малашне те ырӑ ӗмӗт-шухӑшсемпе, сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫсемпе савӑнса пурӑнар, — тесе вӗҫлерӗ хӑй сӑмахне Зинаида Михайлова.

Малалла тухса калаҫакансем те ҫивӗч ыйтусем тавра калаҫрӗҫ. «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество организацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗн пайташӗ, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн председателӗ Геронтий Лукиянович Никифоров чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тесен мӗн-мӗн тумалли ҫинчен каларӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, шкулсенче ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентмелли сехетсен шутне чакармалла мар, шкул ертӳҫисен вӗренӳ планне тӗрӗс суйласа илмелле, «Тӑван ен культури» предмета 5-8 классенче интеграци мелӗпе мар, уйрӑм предмет шайӗнчех вӗрентмелле, шкулсенче 5 кунлӑх эрне ҫине куҫмалла мар, эрнере 6 кунах вӗрентмелле, ачасен те, аслисен те чӑваш хаҫачӗсемпе журналӗсене ҫырӑнса илмелле, ача сачӗсенче чӑваш чӗлхи вӗрентмелли сехетсем пулмалла, чӑваш наци лицейӗпе гимназийӗсене ҫӗнӗрен уҫмалла, хулара та, ялта та урам ячӗсене, учреждени-организаци ячӗсене чӑвашла та, вырӑсла та чӗлхе саккунӗпе чӗлхе нормисене пӑхӑнса тӗрӗс ҫырмалла. Геронтий Лукиянович ҫакӑн пек конференци-семинарсем кашни районтах ирттересси пирки те каларӗ. «Чӑваша чӑваш чӗлхи кирлӗ…» канашлу резолюцийӗсене пурнӑҫа кӗртме пурин те хутшӑнмалли ҫинчен аса илтерчӗ.

Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн членӗ, Шупашкар хулин 10-мӗш шкулӗн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Юлия Елисеевна Анисимова хӑйсен шкулӗнче тӑван чӗлхене вӗрентмелли ятарлӑ классем пурри ҫинчен тата ҫав классенче чӑваш чӗлхи сехечӗсем ытларах пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. «Ҫакӑн пек пилотлӑ классем хальлӗхе Шупашкар хулинчи виҫӗ шкулта ҫеҫ-ха», — терӗ вӑл. Ун шучӗпе, чӑваш чӗлхине вӗрентмелли ятарлӑ классем уҫни усси пур.

Юлия Елисеевна раштавӑн 29-мӗшӗнче 14 сехетре Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче Чӑваш наци конгресӗ район тата хула шкулӗсенче вӗренекен пултаруллӑ ачасем валли чӑвашла Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ирттересси ҫинчен хыпарларӗ, Трак енрен те маттур ачасене яма ыйтрӗ.

Класс тулашӗнчи ӗҫсене чӑвашлӑх сӗмӗ кӗртесси пирки конференцире

Упи шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ Вера Вениаминовна Васильева каласа кӑтартрӗ. Вӑл ачасен пуплев культурине, ӑсталӑхӗпе пултарулӑхне уроксенче кӑна мар, класс тулашӗнчи мероприятисенче те аталантармаллине палӑртса хӑварчӗ. Упи шкулӗнче литература, фольклор, ал ӑсти кружокӗсем ӗҫленине, шкулти уявсем икӗ чӗлхепе те — чӑвашла та, вырӑсла та иртнине пӗлтерчӗ.

Паллах, чӑвашла тӗрӗс те илемлӗ калаҫасси вӑл ҫыннӑн культура шайӗ. Ачасен пуплев культурине аталантарас тӗлӗшпе еплерех ӗҫлемелли ҫинчен Пикшик шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ Людмила Анатольевна Тихонова чарӑнса тӑчӗ. Вӗрентекен шухӑшӗпе, хальхи вӑхӑтра шкул ачисене вырӑсла-чӑвашла хутӑш калаҫни таса та илемлӗ, ытарлӑ калаҫма чӑрмантарать. Предложенири сӑмахсен йӗркине пӑсни те пуплев йӑнӑшӗ шутланать. Вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ чухне тӳрремӗнех (шухӑшне мар, сӑмахӗсене) куҫарни те пуплеве уҫӑмлӑ тумасть. Чӑн чӑвашла шухӑшласа калаҫманни те пуплев сӑнарлӑхне чакарать. Тӗслӗхрен, «Ырӑ сунса кӗтетпӗр» е «Хапӑл тӑватпӑр» тени сӑнарлӑрах-и, чуна ҫывӑхрах-и? Паллах, иккӗмӗшӗ. Чӑвашӑн кашни сӑмахӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, тарӑн шухӑшлӑ ҫав. Шыв ӑсма каякана: «Пушӑпа кайса туллипе килмелле пултӑр!», тулли витрепе килекене: «Шывӗ тутлӑ пултӑр!», мунчана каякана: «Ӑшши тутлӑ пултӑр!», утӑ ҫулакана: «Ҫарану илпеклӗ пултӑр, утту тухӑҫлӑ пултӑр!», хӑнана каякана: «Хӑна ҫулӗ такӑр пултӑр», «Ҫепӗҫҫӗн калаҫса ӑшшӑн юрламалла пултӑр!», «Ыр кӑмӑлпа кайса ыр кӑмӑлпа килӗр!», салтака каякана: «Кайма ҫулу ҫу пултӑр, килме ҫулу пыл пултӑр!» тенӗ. Ҫак пуян чӗлхе техӗмне пирӗн ачасене туйтармалла. Таса та илемлӗ калаҫма тӑрӑшакан, сӑнарлӑ сӑмах пӗлтерӗшне чунпа туякан ҫын тӑван чӗлхене те юратса хисеплет, ун пахалӑхне те хаклама пӗлет.

Красноармейски салинчи «Ҫеҫпӗл» ача пахчин музыка ертӳҫи Надежда Борисовна Николаева паянхи ача сачӗсенчи лару-тӑрупа паллаштарчӗ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ача пахчине ҫӳрекенсем чӑваш чӗлхипе питӗ сахал калаҫаҫҫӗ, уявсем те вырӑсла иртеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен, килте ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе ытларах вырӑсла калаҫать, ҫавӑнпа та вӗсен пуплев хӑнӑхӑвӗ ҫук, тата чӑвашла уроксем ирттерме ятарлӑ программӑсем, методика кӑтартӑвӗсем, курӑмлӑх хатӗрӗсем, чӑвашла юрӑ-сӑвӑ, вӑйӑ-кулӑ кӗнекисем ҫителӗксӗр. Ашшӗ-амӑшӗсемпе ыйтӑм ирттернин пӗтӗмлетӗвӗ ҫакна кӑтартать: ашшӗ-амӑшӗ чӑваш чӗлхине тӑван чӗлхе тесе шутлать, ӑна ачасене вӗрентмеллине палӑртать. Паллах, ашшӗ-амӑшӗ ҫакна ӑнланни — чи кирли.

Конференцире ҫавӑн пекех сумлӑ та хисеплӗ ентешсем — Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, Трак ен ентешлӗхӗн ертӳҫи Алексей Николаевич Львов чӑвашлӑха аталантарасси ҫинчен, Трак тӑрӑхӗнчен тухнӑ пултаруллӑ ҫынсем ҫинчен каларӗҫ, пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса, сума суса ӗҫлемеллине палӑртрӗҫ.

Республикӑра тухса тӑракан «Самант» журнал редакторӗ Владимир Васильевич Степанов «Хыпар» хаҫат редакцийӗ кӑларса тӑракан хаҫат-журналсемпе, ҫырӑнтару йӗркипе паллаштарчӗ, «Тантӑш», «Хыпар» хаҫатсен, «Самант» журналӑн хӑш-пӗр кӑларӑмӗсене конференцие хутшӑнакансене салатса пачӗ.

Палӑртнӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн конференци малашне ӗҫлемелли йышӑну туса хӑварчӗ. Йышӑну тексчӗпе районти чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Ираида Николаевна Антонова паллаштарчӗ. Пухӑннисем йышӑнӑва пурте ырласа сасӑларӗҫ.

Красноармейски администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Иванович Васильев пурне те тав турӗ. «Паянтан эпӗ хамӑн ачасемпе те, ӗҫтешсемпе те, хулари таванӑмсемпе те чӑвашла тата та ытларах калаҫма тытӑнӑп. Манӑн ӗҫтешӗмсем хӑйсен ачисемпе, кӳршисемпе, тӑванӗсемпе чӑвашла калаҫма тытӑнччӑр», — терӗ. Кӗскен те витӗмлӗ каларӗ.

Конференци ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Коференци йышӑнӑвне пурнӑҫлас ӗҫ тата та ӑнӑҫуллӑ пултӑрччӗ.

Сӑнсем (15)

#конференцисем, #ЧНК, #Упи, #чӑваш чӗлхи, #Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #Самант

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru
 

Комментари:

Кантук Аптраман // 7442.3.1963
2014.12.23 11:15
Пуçтарăннă.Пĕчĕк ача калаçăвĕ.Чăваш чĕлхипе патшалăх ĕçĕнче усă курмастпăр пулсан,мĕн тума кирлĕ чăваш чĕлхи?Историе пелмеспĕр пулсан мĕн чăвашлăхĕ пирки калаçмала.Вырăс пусмăрĕ пире килĕшет пулсан,мĕн калаçмалли.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем