Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чутайсем чӑн-чӑн чӑвашлӑха упрасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 18.12.2014 22:48 | 1440 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Кун пирки Чӑваш наци конгресӗн официаллӑ страницинче ҫырнӑ. «Хӗрлӗ Чутай районӗнче Чӑваш наци конгресӗн уйрӑмӗ ӗҫлеме пуҫӑннӑранпа нумаях та вӑхӑт иртмен-ха. Анчах чӑн-чӑн чӑвашлӑха упрас тесе тӑрӑшни куҫ умӗнчех», — тесе ҫырать Юлия Задонская ятлӑ автор. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧНКн вырӑнти хастарӗсем «авалхи йӑла-йӗркене упрассипе те курӑмлӑ ӗҫлемелли ҫул-йӗре палӑртаҫҫӗ».

Ҫак пуҫарура, автор шучӗпе, тин ҫеҫ йӗркеленнӗ Ваттисен Канашӗн витӗмӗ пысӑк пуласса шанаҫҫӗ. Ун йышӗнче педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, влаҫ тытӑмӗнче тимлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисем, культурӑра тӑрӑшнӑ ветерансем, район пурнӑҫне хастар хутшӑнакансем пур иккен. Наци конгресӗн районти уйрӑмӗн председателӗ Юлия Мареева Ваттисен Канашӗ умӗнче тӑракан тӗллевсемпе, ку таранччен районти наци конгресӗн хастарӗсем туса ирттернӗ ӗҫ-пуҫпа паллаштарнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров хисеплӗ аслӑ ӑру ҫыннисене ҫак Канаш йышне кӗнӗ ятпа саламланӑ май Геннадий Волков академик Чутайсем ҫинчен каланине аса илнӗ. Пухӑннисем академикӑн статйине шӗкӗлченӗ. «Вӗрентекенӗмӗр каланине тӗпе хурса тӑван чӗлхене упрассипе, авалхи несӗлӗмӗрсен йӑли-йӗркине ҫӗнӗрен чӗртсе халӑх хушшинче сарассипе хастартарах ӗҫлеме йышӑнчӗҫ», — тесе пӗлтерет информаци авторӗ.

Сӑмах май, Александр Викторович тимленипе Геннадий Волков этнопедагогӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ статьине Ваттисен Канашӗн пайташӗсене пурне те валеҫса пачӗҫ, малашне вӑл кулленхи ӗҫре пулӑшса пыракан справочник вырӑнне пулӗ терӗҫ пухӑннисем.

Палӑртма кӑмӑллӑ, Ваттисен Канашӗ ҫирӗм пӗр ҫынна пӗрлештерсе тӑрать. Унта районти чи маттур ватӑсене кӗртнӗ. Ларура ҫак обществӑлла пӗрлешӗвӗн председателӗ пулма Лидия Тинехпейкинӑна суйланӑ, ун ҫумӗсене Енкӗлт ял старостине Сергей Баринова тата районти чӑваш чӗлхине вӗрентекенсен Ассоциацине ертсе пыракан Людмила Жукова вӗрентекене ҫирӗплетнӗ. Малашне Чӑваш наци конгресӗн Чутай районӗнчи уйрамӗн хастарӗсем чӑвашлӑха упрассипе шкулсемпе тата культура учрежденийӗсемпе, садиксемпе, ветерансен Канашӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлес кӑмӑлпа ҫитес ҫулхи ӗҫ планне те пӗрле йышӑнма палӑртрӗҫ.

#ЧНК, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #ваттисем, #Енкӗлт, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/236.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем