Ӗнер, Чӑваш Ен президенчӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрах, Чӑваш Ен опычӗпе паллашма Владимир облаҫӗн делегациӗ килнӗ. Делегацине губернаторӑн ҫумӗ Сергей Мартынов ертсе пынӑ. Чӑваш Енре делегаци икӗ кун хушшинче Сергей Гапликовпа, республикa правительствин членӗсемпе тӗл пулнӑ, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи культура, вӗрентӳ, сывлӑха упрас учреждениӗсен ӗҫӗпе паллашнӑ, Чӑваш халӑх музейне, А. Г. Николаев масарӗ ҫинчи часовньӑна, Шуршӑлти космотнавтика музейне кайса курнӑ.