Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Юрӑҫсен ушкӑнӗ Штанаша систермесӗр ҫитнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 08.12.2014 21:00 | 2002 хут пӑхнӑ
Культура

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ялӗ район центрӗнчен 25 ҫухрӑмра, Шупашкартан — 117-ре вырнаҫнӑ. Аякри ҫула пӑхмасӑр паян Штанаш шкулне шкулти уроксем вӗҫленнӗ ҫӗре Шупашкарти артистсен пӗр ушкӑнӗ концертпа килсе ҫитрӗ.

Математика учителӗ Нина Гордеевна Ухлинова Штанашри вӑтам (2007 ҫултанпа 9 ҫул вӗренмелли) шкулта 41-мӗш ҫул ачасене вӗрентет, нумаях пулмасть ветеран ятне тивӗҫрӗ, ӗнер черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ, ҫак ятпа ӑна ывӑлӗ Валерий Геннадьевич Ухлинов, амӑшне пӗлтермесӗр, юрӑҫсен ушкӑнне хӑнана чӗнсе саламлама шутланӑ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Сергей Павлова, вӑл шӑрантаракан юрӑсене, республикӑри халӑх итлеме юратать. Сергей Павлов чылай ҫул хушши Ҫамрӑксен театрӗнче куракансен чунне тӗрлӗ сӑнарсемпе пӑлхантарнӑ. Вӑл пухӑннисем умӗнче халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юрӑсене шӑрантарчӗ: «Шырамастӑп ҫӑлтӑр тӳпере», «Пур юрату», «Манас ҫук» тата ытти чылай юрӑна халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗ: ытла та хитре, чӗрене тивмелле юрлать артист.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Татьяна Зайцева-Ильина 1995 ҫултанпа Ҫамрӑксен театрӗнче вӑй хурать, халӑх умне тӗрлӗ сӑнарсемпе тухать, ҫав хушӑрах мӑшӑрӗ Вячеслав Ильин ертсе пыракан ушкӑнра республикӑри халӑха хӑйӗн илемлӗ сассипе савӑнтарать. Вӑл юрланӑ «Пӗр-пӗрне телей сунар», «Пурнӑҫ ҫулӗ», «Ик ҫунат», «Чаплӑ туй» юрӑсем чӑннипех те чуна пырса тивеҫҫӗ.

Ушкӑнри ҫамрӑк юрӑҫ, Сергей Лекарев, Шупашкарти культура институчӗн виҫҫӗмӗш курс студенчӗ, Патӑрьел тӑрӑхӗнчен. «Оппа, чиперкке», «Батыревӑра», «Черные глаза» юрӑсене итленӗ май хӑвӑн та юрӑҫпа юнашар тӑрса юрлас килсе каять.

Юрӑҫсем Нина Гордеевнӑна чечек ҫыххипе тата Татьяна Зайцева шӑрантарнӑ «Аннен ҫуралнӑ кунӗ» юрӑпа саламларӗҫ. Халӑх артистсен ушкӑнне чун-чӗререн тав туса ҫав тери илемлӗ, вӑрмантан инҫе мар вырнаҫнӑ Штанаш тӑрӑхне, ҫуркунне е ҫулла килсе курма хӑнана чӗнчӗ.

Сӑнсем (10)

#шкулсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #концертсем, #Штанаш, #культура, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем