Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫурт-йӗр: Ҫӗнӗ Лапсарти ҫурта та Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт шӑпи кӗтӗ-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 06.12.2014 18:23 | 1510 хут пӑхнӑ
Ҫурт-йӗр Ҫӗнӗ Лапсарти Совхоз урамӗнчи 1-мӗш ҫурт
Ҫӗнӗ Лапсарти Совхоз урамӗнчи 1-мӗш ҫурт

Ҫӗнӗ Лапсарти Совхоз урамӗнчи 1-мӗш ҫурт айккинчен ҫеҫ лайӑх пек курӑнать. Шалта вара — нӳрӗклӗх, маччаран шыв анать, кӗтессенче пӑнтӑх… Стенасем те ҫирӗпех мар-мӗн.

Унта пурӑнакан ҫынсем кун тӗлӗшпе темӗн те тӑваҫҫӗ — юсавшӑн нумайрах укҫа тӳлеҫҫӗ, тӑррине лайӑхлатмашкӑн та укҫа пухаҫҫӗ. Анчах управляющи компанийӗ вырӑнтан тапранасшӑн мар курӑнать.

Ав Сергей Ивановӑн хваттерӗнче темиҫе ҫул каялла стена — бетон плита — 10 сантиметр тайӑннӑ. Хушӑкран алӑ та кӗрет. Хӗлле вар — ҫил. Сергей Пластинин хваттерӗнче савӑтсем лартса тухнӑ. Ара, маччаран тумлать. Вӗсене хӗлле те илмеҫҫӗ — ҫанталӑк ӑшӑтрӗ-тӗк…

Хут тӑрӑх, ҫивиттине юсанӑ имӗш. Ӑна тумашкӑн ҫынсем унчченхи управляющи компанинчен те ыйтнӑ. Анчах лешсем яланах сӑлтав тупнӑ. Хальхи компани вара пулӑшма тӑнӑ. Анчах ҫивиттине улӑштарма 2,5 миллион тенкӗ кирлӗ-мӗн. Ун чухлӗ укҫа ҫук. Ҫавӑнпа тӑррин пӗр пайне ҫеҫ улӑштарма йышӑннӑ.

«Лапсарская» управляющи компанийӗн директорӗ Владимир Осанов ҫурт авариллӗ лару-тӑрура пулнине пӗлтерет. «Пӗлтӗр сирӗн ҫурта 861 пин тенкӗ янӑ, кӑҫал — 621 пин тенкӗ. Эпир япӑх ӗҫлетпӗр-им? Сирӗн пире тав сӑмахӗ каламалла!» — тенӗ вӑл.

Потребительсене ЖКХ ыйтӑвӗ енӗпе хӳтӗлекен общество председателӗ Олег Якунин ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: юсав хакӗ пахалӑхӗпе килӗшсе тӑмасть. Ҫавӑнпа управляющи компанийӗн ҫынсене тӑкакланӑ укҫана тавӑрма тивӗ. Вӑл кунта ҫур ҫулта юсав ирттермесен, ыйтӑва татса памасан ҫурта Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт шӑпи кӗтессе пӗлтернӗ.

Пӑшӑрханмалли сӑлтав пур. 2012 ҫулта кӳршӗ ҫуртӑн икӗ стени ишӗлсе аннӑ. Специалистсем сӑлтавӗ нӳрӗклӗх пулнине палӑртнӑ.

#Ҫӗнӗ Лапсар, #Шупашкар, #Ленин районӗ, #ҫурт-йӗр, #юсав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем