Danone компани, сӗтрен хатӗрленӗ тӗрлӗ ҫимӗҫ кӑлараканскер, РФ ял хуҫалӑх министрне Николай Федорова, Чӑваш Республикин экс-Элтеперне, элекшӗн айӑпланӑ. Ҫакна компани сайтӗнче чӳкӗн 29-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Николай Федоров Омскра иртнӗ канашлура каланӑ сӑмахсем кӳрентернӗ-мӗн. Министр Danone тата PepsiCo компанисем кӑларакан ҫимӗҫри сӗт 20 процентран ытла мар тесе пӗлтернӗ. Федоровӑн шухӑшӗпе, шӑпах ҫакна пула вӗсем ыттисен умӗнче конкуренцие выляса илеҫҫӗ.
Danone ӗҫченӗсем питӗ кӳреннӗ. Ҫак сӑмахсен тӗрӗсмарлӑхне ҫирӗплетме ыйтнӑ. Кӑна вӗсем элек сарнипе, компани чысне пӗтернипе тан йышӑннӑ.
Компани вара ҫимӗҫсем чӑн-чӑн сӗтрен пулнине ҫирӗплетет. Сырокра ҫеҫ ӳсентӑран ҫӑвӗ пур-мӗн. Анчах унӑн калӑпӑшӗ те 0,4 процентран ытла мар иккен.