Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Тухӑҫлӑ ӗҫлесси кӗпӗрнаттӑрта нумай ларнинчен килмест

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.12.2014 23:38 | 1562 хут пӑхнӑ
Политика

Политика тата экономика коммуникацийӗсен агентствин гендиректорӗ, Дмитрий Орлов тата Регионти политика тӗпчевӗсен лабораторийӗн заведующийӗ Ростислав Туровский регионсенче кӗпӗрнаттӑрсем епле ӗҫленине тишкернӗ. Вӗсен шучӗпе Раҫҫейӗн регионӗсем те, вӗсен ертӳҫисем те ертсе пырассипе ытлашши пысӑк кӑтартупа та, ытлашши пӗчӗккипе те палӑрмаҫҫӗ.

Региона епле ертсе пынин танлашӑмӗнче (рейтингӗнче) кӑҫал ҫӗршывӑн пӗр регионӗ те 0,8 текен паллӑран иртеймен. Чи лайӑх кӑтартуллисем 0,7-рен иртнисем, — тӑватӑ регион, Белгород облаҫӗ, Тутарстан, Кемӗр облаҫӗ тата Мускав хули. Уйрӑмах начар тесе экспертсем 0,4 кӑтартуллисене хаклаҫҫӗ-мӗн. Анчах ун пек регионсем ҫук иккен. Чӑваш Республикин кӑтартӑвӗ, сӑмахран, — 0,584.

Кӗпӗрнатторсемпе регионсем ҫапларах ӗҫленине аналитиксем кашни регионпа кӗпӗрнаттӑрӑн вӑйлӑ енсем те, начаррисем те пуррипе сӑлтавлаҫҫӗ.

Тухӑҫлӑ ертсе пырас тесен, экспертсен шучӗпе, кӗпӗрнаттӑрта нумай ларнинчен ытла политика тата управлении енӗпе пуян опыт пулни кирлӗ. Маларах асӑннӑ рейтингра ун пеккисем малти вунӑ вырӑнта пыраҫҫӗ. Ытлашши вӑйлӑ ертӳҫӗ пек кӑтартайман регионсен пуҫлӑхӗсем — ку ӗҫре нумаях пулмасть ӗҫлекеннисем иккен. Аялти ултӑ позицие йышӑнакан кӗпӗрнаттӑрсенчен пӗри те тӳрремӗнех суйлав витӗр тухман.

Вӑхӑт ҫитичченех отставкӑна ярса суйлава кӑларнисенче суйлав хыҫҫӑн региона ертсе пырасси лайӑхланнине палӑртаҫҫӗ.

Политика управленийӗ енчен Чӑваш Енӗн кӑтартӑвӗ — 0,534, социаллӑ блок тӗлӗшӗпе — 0,707; экономика блокӗпе — 0,511; бюрократи тухӑҫлӑхӗ енчен — 0,82.

#Белгород облаҫӗ, #Тутарстан, #политика, #танлашӑмсем, #Кемӗр облаҫӗ, #Мускав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем