Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян Муркашри суд «Сӗтев» хаҫатӑн тӗп редакторӗ тӗлӗшпе йышӑну кӑларнӑ — Фаузия Байрамовӑн «Мы татары, а не русские» (чӑв. Эпир вырӑссем мар, тутарсем) статьине пичетлесе кӑларнӑшӑн 400 сехет тӳлевсӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ. «Сӗтев» хаҫат редакторӗ кашни кун 8 сехет ӗҫлесен унӑн пурӗ 50 кун тар тӑкма тивӗ.
«Мы татары, а не русские» статьяна юпан 3-мӗшӗнче эстремизм ҫуратаканнисен йышне кӗртнӗ, унта имӗш тутарсемпе вырӑссене хирӗҫтерме пултаракан сӑмахсем пур. Фаузия Байрамовӑна хӑйне те ҫав статьяшӑнах иртнӗ уйӑхра тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Муркаш сучӗ Эдуард Мочалова МИХсем пирки калакан саккуна пурнӑҫламанни ҫинчен асӑрхаттарнӑ — суя тесе йышӑннӑ сӑмахсене хӑй кӑларакан хаҫатра сирсе яман. Ку, тен, «Сӗтев» хаҫатӑн укҫа-тенкӗ енчен сиксе тухнӑ пӑтӑрмахсемпе те ҫыхӑннӑ — кӑларӑм сайтӗнче юлашки номер валли нухрат пухни пирки пӗлтерӳ ҫакӑнса тӑрать.
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.06 20:04 | |
Кремльти сортирта çапса вĕлерекен Вырăс Ен националисчĕ хушнипе çакăн пек йышăну илнĕ пулĕ. Е эпĕ йăнăшатăп? | |
Agabazar // 1285.90.1564
2014.11.06 23:19 | |
Микулай, Кремльти сортирсенче никама та çапса вĕлермеççĕ пулĕ. | |
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.07 08:44 | |
Сортирта çапса вĕлерекен халĕ Кремльрен тухса кайнă-им? | |
тунката пусь // 4060.44.5023
2014.11.09 17:55 | |
Сикĕр энте тутарсем хыççăн. Вĕсем чăваша нимете хумаççĕ. | |
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.10 14:00 | |
Вара Чăваш республикинче вырăс чĕлхи чăваш чĕлхине пĕтермен-и? Е мишерсем пĕтернĕ? | |
