Улатӑрта «Йӗлтӗр чӗнет» акци иртнӗ.
Улатӑр хулин сайтчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх «Раҫҫейӗн йӗлтӗр йӗрӗ — 2006» ӑмӑрту шутне кӗрекен «Йӗлтӗр чӗнет» акци иртнӗ. Хула администрациӗнче ӗслекеннисем пурте "Янтарный" ятлӑ сиплев лагере йӗлтӗрпе ярӑнма тухнӑ.
Ӑмӑртура хӗрерӑмсен хушшинче чи лайӑх кӑтартӑва Наталья Устимова тата Вероника Исаева кӑтартнӑ. Арҫынсен хушшинче чи лайӑх вӑхӑта Улатӑр хула пуҫлӑхӗ Михаил Марискин кӑтартнӑ. Иккӗмӗш вӑхӑтпа Александр Какуркин чупса тухнӑ.