Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 7 уйӑхра 637 ҫынна ӗҫ вырӑнӗ тупса панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.08.2009 09:31 | 1612 хут пӑхнӑ

2009 ҫулхи кӑрлачпа утӑ уйӑхӗсем хушшинче Красноармейски районӗнчи ӗҫпе тивӗҫтерекен центра ӗҫ вырӑнӗ шыраса 824 ҫын пынӑ. Вӗсене пурне те ӗҫ шыракан тесе шута илнӗ, вӗсен шутӗнчен пирвай ӗҫ шыракан 51 ҫынна шута илнӗ (предприятисемпе организацисенчен ӗҫрен хӑтарнисем), 397 ҫын — хӗрарӑм, 322 ҫын — 16-29 ҫулсенчи ҫамрӑксем, 16 инвалид. Пурӗ 410 ҫынна ӗҫсӗррисен шутне тӑратнӑ.

2009 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта 169 ӗҫсӗр ҫын регистрацинче тӑрать, вӗсенчен 38-шӗ — предприятисемпе организацисенчен ӗҫрен хӑтарнисем, 97-шӗ хӗрарӑм, 51 ҫын — 16-29 ҫулсенчи ҫамрӑксем, 3-шӗ инвалид. 34-шӗ — аслӑ профессиллӗ пӗлӳ илнисем, 32-шӗ — вӑтам профессиллӗ пӗлӳ илнисем, 34-шӗ — пуҫламӑш профессиллӗ пӗлӳ илнисем, 61-шӗ — вӑтам пӗлӳ илнисем, 8 — тӗп пӗлӳ илнисем. Ӗҫсӗрлӗх шайӗ 1,75% процентпа танлашать (ӗҫ вырӑнӗ пуррисен шайӗнчен).

Красноармейски районӗнче 7 уйӑхра 637 ҫынна ӗҫ вырӑнӗ тупса панӑ.

Ҫӗнӗ професси илмешкӗн 29 ҫынна вӗренме янӑ. Ытларах ҫак профессисемпе: автоводитель, токарь, электро-газосварщик, сутуҫӑ-кассир, электромонтер, котельнӑй операторӗ.

Обществӑлла ӗҫсене 271 ҫынна явӑҫтарнӑ. 6 ҫынна ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ. Ҫул ҫитмен 284 ҫамрӑка вӑхӑтлӑх ӗҫ вырӑнӗ тупса панӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Красноармейски районӗ, #ӗҫ вырӑнӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем