Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращинче йывӑҫ кӗлепесене пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне тӳнтерни пирки ҫырнӑччӗ-ха. Ун чухне вӗсене вандалсем тӳнтернине ҫирӗплетсе калама ҫукчӗ. Ара, ҫил вӑйлӑччӗ те.
Хальхинче «Про Город» редакцине Наталья Смирнова ҫитнӗ. Вӑл ращари кӳлепесене каллех вандалсем тӳнтерни пирки каласа кӑтартнӑ. Экоаллейӑри скульптурӑсене виҫҫӗмӗш хут тӳнтереҫҫӗ-мӗн. РусГидро лартнӑ видеокамерӑсем тӗттӗме пула ӗҫлемеҫҫӗ-мӗн. Ӑна пӑрлӑ ҫумӑр сиенлетнӗ. Вандалсем ҫавӑнпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ.
Хальхинче вандалсем 10 кӗлепене тӳнтернӗ, ҫӗр ҫумне ҫирӗплетнӗ метала кӑкланӑ. Тӗкӗрҫ ращин директорӗ Флавьян Воронов ЧР ШӖМне тата прокуратурине ыйту ҫырнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экологи хӑрушсӑрлӑхӗн пай пуҫлӑхӗ Андрей Ширшов та питӗ кӑмӑлсӑр. РФ ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗн штаб пуҫлӑхӗ Александр Алексеев сӑтӑр тӑвакансене тупма шантарнӑ. Халӗ ращана талӑкӗпех сыхлаҫҫӗ-мӗн.