Пӑрлӑ ҫумӑр ҫуни ҫитменччӗ, ӗнер Шупашкар ҫине тепӗр ҫутҫанталӑк пӑтӑрмахӗ пырса ҫапнӑ — юр ҫуса тултарнӑ. Паянхи ир тӗлне вара юр хулӑмӑшӗ 10–15 см таран ҫитнӗ.
Кӑнтӑрла тӗлне Шупашкарта урапасем ҫӳрекен ҫулсене чиперех тасатса ҫитернӗ теме пулать, пӗр-пӗр ялсене кӑна техника ҫитеймен. Хулари тротуарсене илес пулсан тӗп урамсенче кӑна юртан тасатма ӗлкӗрнӗ — пӗлтерӗшлех мар вырӑнсенче халӑх юр ашса ҫӳретччӗ. Пӗтӗмӗшле илсен комуналлӑ хуҫалӑхсем хӑйсене япӑх кӑтартнӑ теме ҫук.
Gismeteo портала ӗненес пулсан сивӗ ҫанталӑк пирӗн тӑрӑхра нумайлӑха пырӗ, ҫитес кану кунӗсенче вара палӑртмаллах сивӗтӗ — сывлӑш температури -10 – -14 градус таран анма пултарӗ. Юр мӗн вырсарникунчченех ҫумалла.