Паян, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинче уяв — Республика кунӗ. Ӑна 1995 ҫулта, Чӑваш Республикине туса хунӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа йӗркеленӗ. 2000 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вара Н.В. Фёдоров ку уява патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
Кашни ҫул ҫак кун Чӑваш Ене Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен, Раҫҫей тулашӗнчен нумай хӑна килет. Республика кунӗнче тӗрлӗ тӗслӗ мероприятисем иртеҫҫӗ — культура, экономика, спорт, савӑнӑҫ вӗсенче палӑрать.
Руспублика кунне халалланӑ чи пысӑк мероприятийӗсем шутне «Раҫҫей ҫалкуҫӗ» (малтан «Атӑлҫи ҫалкуҫӗ» ятлӑ пулнӑ) фестиваль, «Регионсем — чикӗсене пӑхӑнмасӑр килӗштерсе ӗҫлесси» регионсен хушшинчи курав кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех 23 сехетре фейерверк иртереҫҫӗ.
Кашни ҫул Республика кунне тӗрлӗ районсенче палӑртаҫҫӗ — кӑҫал ҫак тивӗҫ Шупашкар хулипе Вӑрмар районне лекнӗ. Вӑрмар районне илес пулсан кунта паян ҫакӑн пек мероприятисем иртӗҫ:
* «Тӗрлӗ тӗслӗ палитра» (Раҫҫей Федерацийӗн халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Николай Садюковӑн картинисен куравӗ)
* Энӗшпуҫӗнче пӗтӗмӗшле практика (ҫемье) врачӗн уйрӑмне уҫни
* велоспорт-маунтинбайк енӗпе ирттерекен Раҫҫей Кубокӗн тапхӑрӗ, Чӑваш Ен Кубокӗн II тапхӑрӗ, Вӑрмар районӗн уҫӑ чемпионачӗ тата ӑмӑртӑвӗ (Ара юханшыв хӗрри)
* «Ырӑ кун, тӑван ен» (Вӑрмар районӗнчи пултарулӑх коллективӗсен уяв концерчӗ).
Кӑҫалхи тепӗр уйрӑмлӑх — «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» уявне хутшӑнакансем яланхи пек Шупашкар урамӗ тӑрӑх утса тухмӗҫ — ун вырӑнне Шупашкарти 500 ҫуллӑх паркӗнче чӑваш Акатуйӗ иртӗ.
Ӑҫта мӗнле мероприятисем иртнипе эсир патшалӑх сайтӗнчи уяв страницинче паллашма пултаратӑр.