«Тантӑш» хаҫат тухнӑранпа 75 ҫул ҫитет!
Ыран, кӑрлачӑн 12, Пукане театрӗнче «Тантӑш» хаҫат тухнаранпа 75 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ.
1931 ҫулхи кӑрлачӑн 12 Пионер сасси хаҫӑтӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ ҫутта тухнӑ. Унтанпа 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 13-пе 1966 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-ччен ҫеҫ вӑрҫӑна пула вӑхӑтлӑха тухма чарӑннӑ. 1990 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче хаҫата хальхи «Тантӑш» ята панӑ.
Халӗ коллектива Г. Платонова ертсе пырать. Унсӑр пуҫсӑр пӗчӗк ачасем валли «Тетте» ятлӑ илемлӗ журнала кӑлараҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлле премине тивӗҫлӗ пулнӑ.
Ҫӑлкуҫ: Чӑваш Енӗн Культура Министерстви