Иртнӗ эрнери ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пула вырма хӑвӑртлӑхӗ чакнине пӗлтерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви. Паянхи кун тӗлне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене хуҫалӑхсем 228,4 пин гектар ҫулса илме ӗлкӗрнӗ, ку вӑл мӗнпур лаптӑкӑн 85,7 проценчӗпе танлашать. Тӗшӗлессе вара 226,9 пин гектар, е 85,1 процент, ҫинчен ҫапса илнӗ.
Вырмана пӗтернисем те пур. Районсенчен ҫак енпе елчӗксем мухтанма пултарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Патӑрьелсем 95 процента ҫитнӗ, сӗнтӗрвӑррисем — 92 процента, каҫалсем — 90,4 процента.
Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 21,7 центнера ларать. Пысӑк тухӑҫлисен шутӗнче — Вӑрнар районӗ (26,3 центнер), Красноармейскинче — 26 центнер, Етӗрнере — 25,8 центнерӗ Ҫӗмӗрле районӗнче тухӑҫ 17,3 центнера ларать, Улатӑрта — 16,5 центнера.
Ҫанталӑк уяр тӑрсан эрнере вырса пӗтерме шанаҫҫӗ.