Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ҫамрӑк ӑсчах – 2009» вӑйӑ-конкурс ҫӗнтерӳҫи паллӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
alex-net 25.04.2009 23:06 | 2028 хут пӑхнӑ

Виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи – Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртет. Проект авторӗ – Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхне вӑрентекен Михайлов Виталий Михайлович.

Кӑҫал та вӑйӑ-конкурс виҫӗ турпа иртрӗ. Пӗрремӗш тур районти шкулсенче 10-мӗш класс вӗренекенӗсем хушшинче иртрӗ. Унта кашни шкулта чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекене палӑртрӗҫ. Шкулта ҫӗнтернисем (вӗсем пурӗ вуннӑн) иккӗмӗш турта хӑйсен пӗлӳ шайне кӑтартрӗҫ.. Вӗсем чӗлхе наукин лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сӑмах пулӑвӗ, синтаксис, пунктуаци пайӗсене тишкерчӗҫ. Вунӑ ачаран пиллӗкӗшӗ чи матуррисем пулчӗҫ. Вӗсем вара финалта, 3-мӗш турта, тупӑшрӗҫ. Ачасем аналитикӑлла тата тӗпчев ӗҫне ҫывӑх ӑнлавсене тишкерчӗҫ. «Ҫамрӑк ӑсчах – 2009» вӑйӑ-конкурс ҫӗнтерӳҫин ятне Пикшик шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Анисимова Ольга ҫӗнсе илчӗ (учителӗ – Тихонова Л.А.). Ӑна «Ҫамрӑк ӑсчах – 2009» медаль тата I степеньлӗ Диплом парса чысларӗҫ. II степеньлӑ Диплома тата «Ҫамрӑк чӗлхеҫӗ – 2009» ята Упи шкулӗнче вӗренекен Егорова Наталия, Карай шкулӗнче вӗренекен Порфирьев Руслан, Алманч шкулӗнче вӗренекен Николаева Анастасия тата Трак чӑвашла-нимӗҫле гимназире вӗренекен Андреева Анастасия тивӗҫрӗ. III степенльӗ Диплома тата «Ҫамрӑк пӗлӳҫӗ – 2009» ята тепӗр пилӗк ача тивӗҫрӗ.

Ачасем тӑван чӗлхене юратни, ӑна вӗренме, пӗлме тӑрӑшни чуна савӑнтарать. Ку пулӑм чӑваш чӗлхи аталанасса, унӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм пуласса шантарать.

Вӑйӑ-конкурс материалӗсемпе ҫакӑнта паллашма пулать: http://mixailov.21426s06.edusite.ru/p21aa1.html

#чӑваш чӗлхи, #Красноармейски районӗ, #шкулсем, #Упи, #Алманч, #Красноармейски

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем