Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: Чӑваш Енри ҫутҫанталӑкпа техногенлӑ ландшафта Германи студенчӗсем тӗпченӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 23.08.2014 22:37 | 2074 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк Германи студенчӗсем
Германи студенчӗсем

Ҫурлан 22-мӗшӗнче «Шупашкар — Раҫҫейӗн Атӑл ҫинчи ахахӗ» ятпа иртнӗ пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи шкул ӗҫӗ вӗҫленнӗ. Вӑл «Ҫутҫанталӑкпа технологи ландшафчӗн геоэкологи тӗпчевӗ» программӑпа йӗркеленӗ.

Ҫуллахи шкул ҫурлан 4-мӗшӗнчен тытӑнса 22-мӗшӗччен ӗҫленӗ. Унта геоэкологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Германири сакӑр студент: Маркус Роланд Роскопф (Галле хулинчен), Моритц Филлип Коза (Берлин), Эрик Хилшер (Марбург), Мариус Рэбигер (Марбург), Керстин Цальверт (Марбург), Патрик Бергманн (Гросскротценбург), Лиза Хольцхауэр (Ваха), Анне Хольцхауэр (Бинген) хутшӑннӑ.

Чӑвашра пулнӑ хушӑра студентсем Шомикри «Буревестник» географи станцине, Шупашкар ГЭСне, Йӑлӑма, Шупашкарти Ботаника пахчине, Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркне, Йӗпреҫри уҫӑ вырӑнти этнографи музейне, Кӳкеҫри «Паха тӗрӗ» музее, вӑрман музейне, Шуршӑлти Космонавтика музейне, Хальхи вӑхӑтри ӳнер центрне, Ҫеҫпӗлӗн тӑван тӑрӑхне ҫитсе курнӑ. Вӗсем валли Ҫӗнӗ Шупашкарти биологилле тасатмалли сооружение тата метеостанцие экскурси йӗркеленӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсем Вӑтам Атӑл геологийӗпе экологийӗпе ҫыхӑннӑ лекцисемпе семинарсем йӗркеленӗ.

#Германи, #студентсем, #Шомик, #Йӗпреҫ районӗ, #музейсем, #Шӑмӑршӑ районӗ, #вӑрмансем, #Кӳкеҫ, #Шуршӑл, #Канаш районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем