Илемлӗ чӑваш тӗрри,
Илемлӗ чӑваш тӗрри
Тӗрлеме пӗлсен кӑна.
Халӑх юрринчен
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче чӑваш тӗррин пуянлӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли «Тӗрӗ тӗнчи» клуб уҫӑлчӗ. Клуба вулав центрӗн ертӳҫи Татьяна Уразаева уҫрӗ. «Ҫак клубӑн пӗлтерӗшӗ – чӑваш халӑхӗн авалхи пуянлӑхне упраса хӑварасси тата ҫамрӑк ӑрӑва парса хӑварасси» - пуҫларӗ сӑмахне вӑл.
Чӑваш тӗррин историри аталанӑвӗ пирки, хальхи вӑхӑтра мӗн шайра аталанса пыни пирки Валентина Минеева ал-ӗҫ ӑсти каласа пачӗ. Унӑн ҫак кунсенче тӗрлесе пӗтернӗ, 18 ӗмӗрти орнаментсенчен йӗркеленӗ, сӗтел ҫиттийӗ чӑн-чӑн асамлӑх пекех туйӑнчӗ залра ларакансемшӗн. Кунта кашни эрешӗ мӗне те пулсан пӗлтерет. Вӗсенче алӑ ӑстисем халӑх историне, хӑйсен кун-ҫулне ҫырса хӑварнӑ. «Чи варринче – хӗвел, тӑватӑ айккинче уйӑх паллисем», - тӑсрӗ сӑмахне тӗрӗҫӗ. Залра ытларах Калинин районне кӗрекен шкул ачисем тата Шупашкарти механикӑпа техника техникумӗн студенчӗсем пулчӗҫ. Вӗсем Валентина Алексеевнӑна тӑршшӗпех хӑйсене интереслентерекен ыйтусем парса пычӗҫ.
Орнаментсенчи йӑх-несӗл йывӑҫҫине те, кӳлеписене те темӗн тӗрлӗ те эрешленӗ. Вӗсемпе ҫиелти кӗпе-тумтире, туй тутрине, хӗр пӗркенчӗкне, каччӑн сӑмса тутлине илемлетнӗ. Хальхи вӑхӑтра чӑваш тӗррипе усӑ курса салфетка, кӗсье телефонӗн сумки, арҫынсем валли галстук тата ыт. япаласем те хатӗрлеме пулать. Ачасем чӑн малтанах салфетка эрешлеме кӑмӑл турӗҫ.
Клубӑн черетлӗ занятийӗ ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 16 сехетре пулать. Чӑваш тӗррин пӗрремӗш эрешӗсене пусма ҫине куҫарма тӑрӑшӗҫ пулас тӗрӗҫӗсем. Кӑсӑкланакансене пурне те ҫак адреспа кӗтетпӗр: Октябрӗн 50-ҫуллӑх урамӗ, 3 ҫурт.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 63-48-76.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗ