Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: Хӑйӑра лицензи илмесӗрех кӑларнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 11.08.2014 16:06 | 1393 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк

Канаш районӗнчи Пайкилт ял тӑрӑхӗн ҫыннисем хӑйӑра саккунсӑр майпа кӑларни пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине пӗлтернӗ. Документсемпе килӗшӳллӗн, ҫав вырӑнсенче ҫӗре нихӑҫан та чавман, ҫӗр пуянлӑхӗ пирки пӗлмен те. Министерство ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗслев ирттернӗ.

Ҫур ӗмӗр каялла кунта колхоз ветеранӗсен кану бази пулнӑ. Унтан ӑна ачасене панӑ. Сывлӑха ҫирӗплетмелли «Спутник» лагерь ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗччен ӗҫленӗ. Унтан вырӑнти тӳре-шара ҫурт ванчӑкӗсемпе ялсенчи ҫул-йӗре сарнӑ. Халӑх ҫӑва ҫулне лайӑхлатма, шӑтӑк-путӑка пӗтерме ыйтнӑ.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Аркадий Григорьев каланӑ тӑрӑх, фундамента ҫӑва ҫулӗ ҫине сарнӑ. Хӑйӑр таран чавса ҫитсен вӑл та хута кайнӑ. Халӑх шухӑшӗпе, ӑна сутма тытӑннӑ.

40 соткӑна 2 метр тарӑнӑш чавнӑ, тӑм патне ҫитнӗ. Аркадий Григорьев каланӑ тӑрӑх, шӑтӑка якатса пушар тухсан усӑ курмалли пӗве тӑвасшӑн. Шухӑш лайӑх-ха, анчах официаллӑх пирки маннӑ. Хӑйӑр — ҫӗр пуянлӑхӗ, ӑна кӑлармашкӑн лицензи кирлӗ.

Кӑларнӑ хӑйӑр 1500 кубла метрпа танлашнӑ. Административлӑ тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кунашкал тӗслӗх пӗлтӗр те пулнӑ. Министерство 7 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Ав Етӗрне тӑрӑхӗнчи усламҫӑ хӑйӑр кӑларнӑшӑн 2 миллиона яхӑн тенкӗ штраф тӳленӗ.

#хӑйӑр, #Пайкилт, #Канаш районӗ, #пурлӑх, #ҫутҫӑнталӑк, #ҫӑвасем, #Етӗрне районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем