Ӗнер каҫхине Муркаш районӗнче пурӑнакан пиллӗк ҫулхи хӗрачана аслати ҫапнӑ.
Унпа ашшӗ ял пуҫӗнчи пӗвене пулӑ тытма кайнӑ иккен. Ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра хӗрача ашшӗн машининче ларнӑ. Вӑйлӑ ҫумӑр иртсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑл салонтан тухса ашшӗ патне утнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна аслати ҫапнӑ.
Халӗ ку факта тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ тесе пӗлтернӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗн ертӳҫин пулӑшуҫи Олег Дмитриев.
сын // 3035.94.7765
2014.08.07 00:07 | |
Чавашсем АСА САПНА тессе Печек айапсар чун сатмахра пултар |